«Ылтăн кĕркунне-2019» Пĕтĕм Раҫҫейри куравра Чăваш Ен 64 медале тивĕҫнĕ

 Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăна йĕркеленĕ.  Кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри – Чăваш Енрен сумлă делегацийĕ Мускавра «Ылтăн кĕркунне-2019» курава хутшăннин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси пулнă. Мероприяти юпа уйăхĕн 9–12-мĕш кунĕсенче иртнĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче регионăн делегацийĕ паллă пулăмра мĕнпур мероприятисене хутшăнса тивĕҫлĕ вырăн йышăннине хыпарланă.

Форумра Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев кăҫал ҫĕр ĕҫченĕсем тухăҫлă ĕҫленине палăртнă тенĕ, агропромышленноҫ комплексне малашне те тĕрев пама хатĕррине каланă вăл. 2020-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ял территорийĕсене аталантарассипе йышăннă тĕллевлĕ программăна пурнăҫа кĕртсе пыма патшалăхăн ҫĕнĕ программи витĕм кӳрсе пырассине те ырă хыпара пĕлтернĕ. 2025-мĕш ҫулччен ĕҫлеме пурĕ 2,3 трлн яхăн укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă РФ Правительствин Председателĕ.

 Историллĕ пулăм, кун пек пысăк укҫа ытти чухне пĕрре те уйăрман тесен те йăнăш мар пулĕ тенĕ ведомство ертӳҫи. Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕ Дмитрий Патрушев таварсене хамăр ҫĕршыв валли кăна мар, ют ҫĕршывсене валли те хатĕрлесе тăратма пĕлмеллине асăннă, тĕрлĕ халăхсен хушшинчи рынока кĕрсе, таварсен пахалăх шайне ӳстерсе пырассишĕн тăрăшмаллине палăртнă, нормативлă право ĕҫ хучĕсене те туллин тивĕҫтермеллине чĕнсе каланă тесе хыпарланă паян планеркăра ведомство ертӳҫи.  Раҫҫей Федерацийĕн 10 регионне федераци бюджетĕнчен хушма укҫа уйăрасси те паллă, унăн виҫи 1 млрд тенĕ пулĕ.

 «Чăваш Республикине 145 млн куҫасси планра пур. Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакан производствăсене модернизацилеме тăкакланĕ укҫа-тенкĕ», – тенĕ Сергей Артамонов.  Форумра Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе тĕрлĕ килĕшӳсене алă пусса ҫирĕплетнĕ. «Торговый дом «УРАЛХИМ» ТМЯО,  «Фос-Агро» организацисем пирĕн регионпа килĕшсе ĕҫлеме хатĕр.  Республикăра «МЕГАМИКС» аудитори ял хуҫалăх академийĕнче уҫасшăн. Кăҫал «Ылттăн кĕркунне» форума ют ҫĕршывсенчен хăнасем чылай пухăннă. РФ 50 регионĕнчен ял хуҫалăх пайĕпе тăрăшакансем хăйсен ăсталăхĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Енрен 38 предприяти форумра пулнă.  Вĕсем 70 ытла мероприятинче хутшăнса, хăйсен ҫитĕнĕвĕсене кăтартса панă. Пирĕн ентешсем 64 медале тивĕҫнĕ, вĕсенчен 39-шĕ ылттăн, 21-шĕ кĕмĕл, 4- пăхăр медаль пулнă. Сăмах май, Сергей Артамонов ҫĕр ĕҫченĕсен уявне регионта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттерме плана кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ. Ун чухне Ҫĕнĕ Шупашкарта теплица уҫăлĕ, яанхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарĕҫ.

Михаил Игнатьев аграри тытăмĕнче тăрăшакансем ҫĕнĕ технологисене пăхăнса пынине палăртнă, ҫитĕнӳсене ырланă. Професси уявĕнче ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен ĕҫĕсене пĕтĕмлетме меллĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Пĕлме: агропромышленноҫ комплексĕнче пысăк инвестици проекчĕсем пурнăҫланаҫҫĕ, ҫĕнĕ фермер хуҫалăхĕсем йĕркеленеҫҫĕ, потребительсен кооперацийĕ ҫирĕпленет. Пирĕн ял хуҫалăх продукцине сутмалли рыноксем ҫуллен анлăланса пыраҫҫĕ, унăн экспорчĕ ӳсет.

Кăҫал Чăваш Республикин аграрийĕсем тухăҫлă тыр-пул пухса кĕртнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе хуҫалăх ĕҫĕн пĕчĕк формисем вăй илеҫҫĕ, сĕт суса илесси тата аш-какай туса илесси ӳссе пыраҫҫĕ.

«Хресченсем - Чăваш Ене тăрантаракансем - хăйсен ырми-канми ĕҫĕпе республика экономикин аталанăвне малашне те пысăк тӳпе хывасси, апат-ҫимĕҫ рынокне экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха продукципе тивĕҫтересси пирки иккĕленместĕп», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.



14 октября 2019
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter