«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» фракцийĕн ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕ Виктор Кидяев Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕҫне пысăка хурса хакланă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕнчен Виктор Кидяевран салам телеграмми килсе ҫитнĕ. Унта регион Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Ял хуҫалăх тата тирпейлекен промышленноҫ ĕҫченĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн хĕрӳллĕ саламланă.

«Хисеплĕ Михаил Васильевич, ял хуҫалăх пайĕ Раҫҫейшĕн хальхи пурнăҫра уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пирĕн ҫĕршыва пысăк тĕрев паракан пай шутланать вăл, тĕрлĕ паха таварсемпе халăха тивĕҫтерет.  Сирĕн ĕҫ уйрăмах вара пĕлтерĕшлĕ. Пысăк хисепе чăнласах та тивĕҫ. Йышăнсамăр пирĕнтен пысăк тав сăмахĕсене. Чун-чĕререн сывлăх сунатпăр, ăнăҫусем, ыррине ҫеҫ сĕнетпĕр», - тенĕ салам йĕркисенче.  



15 октября 2019
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter