Шупашкарта раштав уйăхĕнче «Тĕп хула больницин» нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиники хута кайĕ

В декабре в Чебоксарах откроется многопрофильная поликлиника на 500 посещений в смену Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçнă «Тĕп хула больницин» нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиникинче строительство ĕçĕсем епле пынипе паллашнă.  

Хальхи вăхăтра палăртнă объектăн территорийĕнче тавралăха тирпей-илем кӳртессипе хĕрӳ ĕҫсем пыраҫҫĕ. Специалистсем автомашинăсене вырнаҫтарса лартмалли лапамсене тирпейлеҫҫĕ, асфальт хураҫҫĕ, халăха валли уҫăлса ҫӳреме паха вырăн хатĕрлеҫҫĕ.  Объектра шалти ĕҫсене туса пĕтернĕ тесен те йăнăш мар, шывпа, ăшăпа тивĕҫтернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, поликлиникăна пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтернĕ. Хулари тĕп больницăн аслă врачĕ Татьяна Маркелова паха медицина хатĕрне туянма патшалăх енчен 156 пин тенкĕ тĕрев куҫнă тесе хыпарланă.  «Тахҫантанпах халăх кĕтсе пурăнакан ыйтăва тивĕҫтеретпĕр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Ҫурта пăхса тухнă май Михаил Игнатьев кадр ыйтăвĕсемпе те кăсăкланнă, тĕп фасадра, рентгенпа диагностика уйрăмĕнче, ытти кабинетсенче, çав шутра 120 вырăнлă акт залĕнче строительство ĕçĕсем епле пынипе те паллашнă.  Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, пуласлăхра ҫĕнĕ ҫуртра тата та 45 специалист хутшăнасси планра пур.   Строительсем ҫурта кăҫал чӳк уйăхĕнче хута яма тĕллев лартнă.  Шухăшласа хуни пурнăҫа кĕрсен, сиплев учрежденине кăҫал раштав уйăхĕн пуҫламăшĕнче хаваслă лару-тăрура уҫмата пулассине палăртнă Михаил Игнатьев. Поликлиника тулаш енчен те, шалтан та илемлĕ. Ĕçлемелли нумаях юлман. Ку — хула çыннисем валли парне пулĕ. Кабинетсем хăтлă та çутă, цифрăллă çĕнĕ оборудовани туянса килнĕ. Калăпăр, Сакура – компьютер томографĕ 24 миллион тенкĕ тăрать. Çĕнĕ поликлиника хута кайни хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес текенсен черетне чылай чакарĕ.

Тĕп поликлиникăна «Пĕрле пурăнмалла-пĕрле ĕҫлемелле» программăна тĕпе хурса пурнăҫа кĕртеҫҫĕ.  Ҫĕнĕ капмар та хăтлă ҫурта хăпартса лартма пурĕ 835 млн тенкĕ ытла укҫа-тенкĕ тăкаклама палăртнă.  

Фоторепортаж



15 октября 2019
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter