Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

В Чувашской Республике за 7 лет построено 196 новых фельдшерско-акушерских пунктов Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртесси, унпа ҫыхăннă тĕрлĕ ĕҫсене вăхăтра пурнăҫласа пырасси.  

«Сывлăх сыхлавĕ» тата «Демографи» наци проекчĕсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Ыйтусене сӳтсе явассипе ҫыхăннă видеоканашлăва ҫавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин финанс министрĕн ҫумĕ Ольга Метелева хутшăннă.  

«Демографи» ыйтăвне хускатнă май, чи малтан Дмитрий Медведев ача сачĕсем пирки чарăнса тăнă, ясли ыйтăвне мала кăларнă.  

«Тема каламасăрах паллă, пĕлтерĕшлĕ.  Ача садне ачасене вырнаҫтарассипе ҫыхăннă ыйтусене пĕрре мар хускатнă.  Виҫĕ ҫултан пуҫласа ҫичĕ ҫула ҫитиччен мĕнпур ачасене ача садне вырнаҫтарас ыйтусене туллин татса панă. Малашнехи тĕллевсенчен пĕри – виҫĕ ҫула ҫитичченхи ачасене те ача пахчине вырнаҫтарасси уйрăм пĕлтерĕшлĕ.  Ашшĕ-амăшĕсен пепкисене ача садне йĕркеллĕ вырнаҫтарсан, вĕсем хăйсен юратнă ĕҫсĕсене те тухма пултарайраҫҫĕ.  Ыйтусене татса пама бюджетра укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ пăхса хăварнă. Кăҫала валли – 65 млрд ытла тĕрев куҫать.  Пур-пĕрех йывăрлăх кăларса тăратакан регионсем те пур-ха. Объектсене хута яма та пуҫламан субъектсем тăрса юлнă.  Апла пулсан пурин те ҫивĕчрех ĕҫлеме пикенмелле, тĕрĕс йышăнусем туса хăварма пĕлмелле», - тесе ҫапларах палăртнă Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ.  

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пирки сăмахланă май, актуаллă ыйтусем ҫинче чарăнса тăнă.

Чи малтан чĕре чирĕсем пирки сăмахлас пулать.  «2024-мĕш ҫулччен чир-чĕрсен шутне чакарса пырасси, инсульт, инфаркт амакĕсемпе кĕрешесси тĕп ыйтусенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Условисем валли сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă, халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси малти вырăна тухмалла, бюджетра 11,6 млрд тенкĕ тăкаклама пăхса тухнă», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – ФАПсем хута ярасси. 2020-мĕш ҫулсем тĕлне вĕсен шучĕ 1,5 пинрен те иртсе каймалла.  Федераци бюджетĕнче 4 млрд пăхса хăварнă, 509 мобиллĕ медицина комплексĕсене туянасси те планра пур.    

«ФАПсем те медицина комплексĕсем те ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ халăхшăн. Регион Пуҫлăхĕсен пĕтĕмпех условисене туллин хатĕрлесе ҫитермелле. Чăрмавсем кăларса тăратма юрамасть. Кашни ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илсе, ĕҫсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн  ырми-канми тăрăшмалла», - тесе хушса каланă Дмитрий Медведев.  

«Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, регионта федерацин 7 проекчĕ пурнăҫа кĕрет. Чĕре, шыҫă амакĕпе, юн тымарĕ пусăмĕн чирĕсемпе кĕрешесси те ҫивĕч тăрать-ха.  Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсасси, модернизацилесси, пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пырасси ыйтусем те актуаллă пулса тăраҫҫĕ.   

Кăҫал регионта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăҫлама 2,2 млрд пăхса хăварнă бюджетра. 2019-2024-мĕш ҫулсем валли вара 11 млрд тăкакланасси те планра пур.

«Демографи» наци проекчĕ Чăваш Енре тĕллевлĕн пурнăҫа кĕрсе пырать. Ку енĕпе федерацин пиллĕк программи халăх валли пурнăҫланать. Наци сывлăхне упрасси, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пырасси, ĕҫпе халăха тивĕҫтерес,  ачасем ҫуралсан, ҫамрăксене патшалăх енчен тĕрев куҫарасси те пĕлтерĕшлĕ. Ҫак палăртнă ĕҫсем пурте Чăваш Енре  туллин тата вăхăтра пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев медицина инфратытăмне ҫĕнетсе пыма кулленех палăртса пырать.  Ҫичĕ ҫул хушшинче пурĕ 196 ФАП уҫнă.  Киввисене тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ. Пурлăхпа техника базине те пуянлатни куҫкĕретех.  Бюджетран сахал мар укҫа тăкакланă.  Кăтарту 580 млн ҫитнĕ. Палăртма кăмăллă, кашни ял поселенийĕнче икшер виҫшер ФАП пурри пурсăмăра та хавхалантарать. Халăх аякка кайса ҫӳремесĕрех, хăйсем пурăнакан вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе усă курма пултараҫҫĕ.   

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн,  пĕрремĕш звенори медицина пайне аталантарас ĕҫ те кирлĕ пек шайра пулса пырать Чăваш Республикинче.   Поликлиникăсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ, пĕтĕмĕшле практика офисĕсем  хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ регионта.    Пуҫласа 30 ҫул хушшинче нумай профильлĕ поликлиника хута каять республикăра. Ҫитес ҫул валли Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Указне тĕпе хурса 2021-мĕш ҫулччен тата та хăтлă условисем регионта йĕркеленсси планра пур.  Укҫа-тенкĕ те сахал мар пăхса хăварнă, хушма укҫа – 1 млрд тăкакланасси паллă.  

Профилактика ыйтăвĕ те кун йĕркинче, халăхпа ăнлатарасси ĕҫĕсем те йĕркелемелле, чир-чĕрсем вăраха кайса аптратассинчен ҫынсен маларахри тапхăрсенчех вĕсемпе кĕрешме пĕлмелле.  Арҫынсен сывлăхне упрасси ыйту хăйне евĕр актуаллă шутланать.  Нумай ҫул пурăнакансен йышне ӳстермелле, апла пулсан халăх валли хăтлă условисем йĕркелесе хăвармалли ыйту кун йĕркинчех тăрать. 

Граждансене тӳлевсĕр пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси ыйту та республикăра кăтартуллă пулса пырать, ҫакнах халăх кулленех ҫирĕплетсе калать. Чи пысăк кăтарту – халăх шучĕ чакманни, ҫынсем ыранхи кунпа килленсе хăйсен ĕмĕрĕсене тăсма тăрăшни. 

Фоторепортаж



15 октября 2019
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter