Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче тăрăшакансем экологи субботникне ирттернĕ

Сотрудники Администрации Главы Чувашской Республики провели экологический субботник Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче тăрăшакансем кĕркуннехи тапхăрпа иртекен субботника хутшăннă.

 Тавралăха тирпей-илем кĕртесси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать, ҫакна тĕпе хурса  граждан служащийĕсем хăйсен кулленхи ĕҫĕсене вăхăтлăха чарса, тавралăха тирпей-илем кӳртме пуҫтарăннă.  Ку хутĕнче те яланхи пекех Правительство ҫурчĕ таврашĕнчи территорине тирпейленĕ.

Палăртнă ĕҫе хапăл тусах мĕнпур ĕҫченсем хутшăннă.

Палăртса хăваратпăр, кĕркуннехи тапхăрпа пулакан субботника республикăри мĕнпур хуласемпе районсенче йĕркелесе ирттернĕ. Таврара пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланни куҫкĕретех.

Фоторепортаж 



16 октября 2019
17:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter