Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Тепличный комплекс «Новочебоксарский» ТМЯО ҫитсе килнĕ, производство ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă
Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Тепличный комплекс «Новочебоксарский» ТМЯО ҫитсе килнĕ, производство ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă. Палăртатпăр, объект Шупашкар районĕнчи Атлаш ял поселенийĕнче вырнаҫнă. Пысăк проект Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Ренова» Группа Компаний хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассипе йышăннă килĕшӳпе тӳр килсе пурнăҫа кĕнĕ. Аса илтеретпĕр, документа 2017 ҫулта нарăс уйăхĕнче Сочире иртнĕ инвестици форумĕнче ҫирĕплетнĕ.
«Ренова» Группа компанийĕн ертӳҫи Виктор Вексельберг объекта пурнăҫа кĕртме шантарчĕ. Теплица хута ярассине каларĕ. Сахал мар укҫа тăкакларĕ. Раҫҫей Перекет банкĕпе пĕрле килĕшсе палăртнă объекта хатĕрлесе ҫитерчĕҫ. Хăй каланине вăл туллин пурнăҫларĕ. Теплица ҫав тер чаплă пулса тăчĕ. Пахча-ҫимĕҫ куҫа илĕртет. Тухăҫ пысăк. Халăх пĕтĕм кăмăлпа тăрăшса ĕҫлет. Паянхи куна илес пулсан тавар рынокра анлă сарăлнă, туянакансем паха ҫимĕҫе кулленех ырлаҫҫĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.
Объекта официаллă майпа 2019 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута яма палăртса хунă. 11 га лаптăк йышăнакан пысăк производствăра ҫимĕҫе аталанса вăй илме, тухăҫлă пулма пĕтĕмпех условисене йĕркелесе тăратнă. Технологи хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать, пысăк профессионалсем тимлеҫҫĕ теплицăра. Республика Пуҫлăхĕ палăртнă кун условисене курса ĕненнĕ, пысăк хак парса хăварнă. Региона туллин таварпа тивĕҫтересси куҫкĕретех тенĕ Пуҫлăх хăйĕн сăмахĕнче. Палăртма кăмăллă, экологи тĕлĕшĕнчен паха тавар пурин кăмăлне те уҫать.
«10 ҫул каялла кун пек пысăк объект пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан производство комплексĕ республикăшăн кăна мар, ҫĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ. Халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленнĕ. Халĕ теплицăра 150 ҫын ĕҫлет. Енчен те комплекса туллин хута ярсан, харăсах 450 специалист тăрăшма пултарайрать. Ку вара пурсăмăра та хавхалантарать», - тенĕ Михаил Игнатьев.
Сăмах май, мĕнпур палăртса хунă комплекс туллин ĕҫлесе кайсан, хĕлĕ-ҫĕвĕпе пахча ҫимĕҫ халăха савăнтарĕ. Хăяр, помидор тата ытти тавар ҫынсен кăмăлне тултарасси паллă.