Икĕ радиоканалăн хумĕсем ҫинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «тӳрĕ эфир» кăларăмра пулать

Эрнекун, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Наци радиовĕ (72.41 Мгц)  тата "Тăван радио"  (100.3 FM) хумĕсем ҫинче тӳрĕ эфирта пулать.  12 сехетре пуҫланакан уҫă калаҫу вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ халăха кăсăклантаракан ыйтусем ҫине  чăвашла хурав парать.

Ыйтусене республика Пуҫлăхĕ патне 8-900-330-77-99 номерлĕ  телефон ҫине  ăсатма юрать.



17 октября 2019
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter