Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫул-йĕр хуҫалăхĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Ҫул-йĕр хуҫалăхĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Кирек хăш регион аталанăвĕнче те автоҫулсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаҫҫĕ. Ялпа ял хутшăнасси, ҫынсен пурнăҫ шайĕ, экономика аталанăвĕпе конкуренцие кĕме пултарасси вĕсен пахалăхĕнчен нумай килет. Чăваш Енри ҫул-йĕр хуҫалăхĕнче 80 ытла организаци шутланать, ҫак тытăмра 8 пине яхăн ҫын ĕҫлет. Вĕсен пархатарлă ĕҫне республикăра пурăнакансем хăйсем курса тăраҫҫĕ. Хуласемпе ялсенче ҫĕнĕ ҫулсем хута каяҫҫĕ, нумай хутлă ҫуртсен картишĕсем, общество вырăнĕсем илемленеҫҫĕ, кĕперсемпе тротуарсем йĕркене кĕреҫҫĕ. Инноваци технологийĕсемпе тата хальхи йышши материалсемпе усă курнăран автоҫулсене тытса тăрасси чылай лайăхланчĕ, водительсен те, халăхăн та кăмăлĕ ҫĕкленсе пырать.

Ҫул-йĕр ĕҫченĕсене ăсталăхшăн, хăйсен ĕҫне юратса пурнăҫланăшăн, ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав тăватăп. Малашне те ҫул-йĕр хуҫалăхĕн ĕҫченĕсем отрасль умĕнче тăракан тĕллевсене ăнăҫлă татса парасса, Чăваш Республикинчи ҫул-йĕре аталантармалли плана тултарасса шанса тăратăп. Патшалăх программин мероприятийĕсене ĕҫе кĕртме 2024 ҫулччен 23 миллиард тенкĕрен кая мар уйăрма палăртнă.

Пĕтĕм чунтан сире яваплă ĕҫре ăнăҫусем тума, ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                    Михаил Игнатьев



19 октября 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter