Чăваш Ен ЖКХ реформăлассипе ĕҫлекен фондпа пĕрле коммуналлă инфратытăм пайне модернизацилет

Чувашская Республика модернизирует системы коммунальной инфраструктуры совместно с Фондом содействия реформированию ЖКХЮпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫейри энергетика эрни» пĕтĕм халăхсен хушшинчи форумра Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ «Наци проекчĕсем: патшалăхăн приоритечĕсем тата аталану ҫул-йĕрĕсем» ятпа ирттернĕ канашлăва хутшăннă.

Мероприятине ЖКХ реформăлассипе ĕҫлекен фондăн – патшалăх корпорацийĕн сăнав канашĕн председателĕ Сергей Степашин уҫнă. Экономикăри энерги тухăҫлăхĕ пирки ыйтăва  пĕтĕм тĕнчипех пăхса тухнине асăннă вăл. Нацин тата энергетика хăрушсăрлăхĕн тĕп пайĕсенчен пĕри пулса тăнине каланă вăл.

  Чăваш Енре электротехника кластерĕ аталанса пырассипе ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.  Чăваш Республикинчи организацисем пĕтĕмпе 108 пин ытла тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăлараҫҫĕ. Газпром, РЖД, МРСК, Росатом тата ытти пысăк предприятисен тытăмĕ валли пысăк технологиллĕ хатĕрсем калăпласа кăларни те куҫкĕретех. Чăваш Енĕн тĕп хули – Шупашкар Раҫҫей энерготытăмĕнче хисеплĕ вырăн йышăнни те пысăк кăтартăва ҫирĕплесе парать. Канашлăва пухăннисем наци проекчĕн ыйтăвĕсене тарăн сӳтсе явнă, пурнăҫа кĕрсе пыракан самантсем ҫинчен чарăнса тăнă. «Экологи», «Ҫурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» проектсем анлăн сарăлни те сисĕнет. Кашни регионта ку енĕпе тивĕҫлĕ ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Халăхсене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйту та аван пурнăҫланать. Коммуналлă инфратытăма ҫĕнетсе пыни халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма витĕм кӳрсе пырать.

 Раҫҫей Федерацийĕн строительство тата ҫурт-йĕр хуҫалăхĕн Министрĕ Владимир Якушев наци проекчĕн хăш-пĕр йывăрлăхĕсем пирки каласа панă, 2019 ҫулта пулнă чăрмавсем ҫинчен чарăнса тăнă ведомство ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче.  Чăваш наци телекуравĕн журналисчĕсене хурав панă май, РФ строительство Министрĕ Владимир Якушев кашни регион епле ĕҫлесе пынинчен килет, наци проекчĕ туллин  епле пурнăҫа кĕрсе пырасси тенĕ. Енчен те субъектсем ыйтăва туллин татса памасан, кун пирки тĕплĕнрех каласа пама хĕн тенĕ вăл.  Министерство регионсене витĕм кӳме яланах хатĕр, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесен пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Чăваш Енре наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, регион шайĕнче сахал мар проект анлă пурнăҫа кĕрет. Хулан хутлăхне хăтлăлатассипе кашни муниципалитетра тимлĕ ĕҫлени куҫкĕректех.  2019–2022-мĕш ҫулсем валли пурĕ 1901,2 млн укҫа пăхса хăварнă бюджетра. Вăл шутран 2019 ҫулта 729,8 млн тăкаклама килĕшнĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви Чăваш Республикине 2019–2024-мĕш ҫулсенче 4703 пин тăваткал метр ҫурт-йĕр хута яма план лартнă. Ҫак кăтарту 2024-мĕш ҫулсем тĕлне 916 пин тăваткал метр пуласси те паллă.    Регионăн потенциалĕ пысăк. 2019 ҫулта планпа пăхса хăварнинчен 672 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута яма та ĕлкĕрнĕ.  Палăртмалла, организацисем ытларах пайĕ 22,5 проценчĕ эскро-счетпа ĕҫлет, ыттисем вара кивĕ схемăпах тимлесе пыраҫҫĕ.

 «Чăваш Енре наци проекчĕ ĕҫлеме пуҫланичченех нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе ĕҫсем анлăн пурнăҫланма тытăннă. Паянхи пурнăҫ таппинче федераци шайĕнче проектсем сарăлса пыраҫҫĕ. Пирĕн республикăра ыйтăва эпир туллин тивĕҫтересси куҫкĕретех. Хамăрăн ăва лартнă тĕллевсене пурнăҫлайратпăр. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – хулара та ялта та пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕсене пĕр пек тăвасси», – тесе ҫиĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Коммуналлă инфратытăм пирки калас пулсан, регионăн хăйне евĕр палăртса хунă проектсем пур. Чи малтан хутса ăшăтмалли тытăма модернизацилеме план тунă.  Ку ĕҫсене ЖКХ реформăлассипе ĕҫлекен  фонд та витĕм кӳме хатĕр.

 «Эпир Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа коммуналлă тытăма модернизацилессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе яврăмăр. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Енчен те палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырсан, йывăрлăхсене те пĕтерме меллĕ, граждансен тарифĕсем те ӳсмĕҫ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче ЖКХ реформăлассипе ĕҫлекен фондăн – патшалăх корпорацийĕн правленийĕн председателĕ – Генеральнăй директорĕ Константин Цицин.

 «Ку пирĕн тахҫанхи ыйтăвах. Ытларах Ҫĕмĕрлере, Куславккара, Улатăрта ыйтусем ҫивĕч тăраҫҫĕ.  Эпир инвесторсене те шырама пикенетпĕр. Енчен те предпринимательсем хăйсен укҫисене 20 процент хурсан, хамăр енчен хушса тӳлеме хатĕр, кăтарту 20 процента та ҫитĕ, ытти 60 процентне ЖКХ тытăмне реформăлассипе ĕҫлекн фонд тĕрев пама килĕшет. Ҫапла майпа эпир 5 ҫул хушшинче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама тĕллев лартатпăр. Регионта хуласенче те лару-тăру йывăртарах. 2020-мĕш ҫулсем валли проектсене хатĕрлеме плана кĕртсе хăварнă. Ăна валли бюджетра укҫа-тенкĕ те уйăрнă», – тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раҫҫейре энергетиксен эрнине ирттересси ҫинчен РФ Правительстви 2016 ҫулта авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче пĕрремĕш хут йышăннă. Мероприятисен тĕп тĕллевĕсем – пĕр–пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашасси, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕҫлекеннисене ытти регионсенче те пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳресси, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене  татса парассинче пĕрле пухăнса тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварасси, промышленноҫ производствисен аталанăвне ҫĕнĕлле вăй илтерсе пырасси, газ, нефть, нефтехими, электроэнерги тытăмĕнчи ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртсе пырасси тата ытти те.   Палăртса хăвармалла, асăннă мероприяти Раҫҫейре тата ют ҫĕршывсенче чи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри пулса тăрать. 

Фоторепортаж



02 октября 2019
15:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter