Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Пысăк калăпăшлă энергетика – ҫĕнĕ альянсем» ятлă сесси ĕҫне хутшăннă

Михаил Игнатьев в Москве принял участие во всероссийском совещании «Глобальная энергетика – новые альянсы»Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Пысăк калăпăшлă энергетика – ҫĕнĕ альянсем» ятлă сесси ĕҫне хутшăннă. Мероприятине Раҫҫейре энергетиксен форумне тĕпе хурса йĕркеленĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ асăннă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Дмитрий Николевич Козак йыхрав панипе хутшăннă.  Раҫҫейри стратегиллĕ альянс юлашки ҫулсенче ОПЕК+ килĕшĕве йĕркелеме витĕм кӳнĕ. Паян вăл тĕнчери энергетика рынокĕн сăн-сăпатне сăнарлама,  Раҫҫейри тата ют ҫĕршывсен энергетика пуласлăхне кăтартса пама та пултарчĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан  тĕрлĕ ыйтусене тарăн сӳтсе явнă канашлура.

Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕ Александр Новак хăйĕн докладĕнче энергоресурссен хакĕсем пĕр тикĕс пулин те, тĕнчере лару-тăру ку енĕпе йĕркеллех мар тесе асăннă вăл. «Кăҫал нефть хакĕсем ытти чухнехинчен пысăкрах.  Хĕллехи тапхăрта мĕн пулассине те хальлĕхе тӳреммĕн каласа кăтартма пултараймастпăр. Пирĕн пĕрремĕш йĕркене фундаментальнăй факторсем тухччĕр тесе тăрăшса ĕҫлемелле», - тенĕ Александр Новак.

 Нефть кăларассипе тимлекен ҫĕршывсенчи предприятисен пĕрле пухăнса тивĕҫлĕ йышăнусем патне тухмалла. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă Министр, шухăш витĕмлĕ тесе хаклать вăл. «Енчен те ҫав тери нефть хакĕсем пĕчĕк е пысăк пулсан, никамшăн та меллĕ мар. Пирĕн килĕшсе пĕрле ĕҫлесе пымалла. Тухăҫлăх малти вырăна тухмалла», - тесе каланă Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕ. Вăл тĕслĕх вырăнче ОПЕК+ килĕшĕвĕ тĕп вырăнта тăнине асăннă сăмаха ҫавăрса.  «Ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫ пулса пырать. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ альянсем пурнăҫа кĕртеймесен, ӳссе пыракан экономикăна та, халăха та энергипе тивĕҫтерсе пыма хĕн», - тесе хушса каланă Александр Новак.

  Палăртмалла, Чăваш Республикинче Раҫҫей Федерацийĕн энерго тытăмĕ валли кирлĕ пек таварсем калăпласа кăларассипе курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Калăпăр, Ямало-Ненецкий автономи округĕн Кĕпĕрнаторĕ Дмитрий Артюхов Чăваш Енпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллине асăннă.  Ҫĕршывĕпе анлă сарăлнă пысăк предприятисем:   «ЧЭАЗ» АО тата «ЭКРА» НПП тĕслĕх вырăнĕнче ыттисемшĕн тенĕ вăл. «Сирĕн предприятисем пире паха таварсемпе тивĕҫтернĕ. Пуласлăхра тата та пысăк проектсем чылай.  Енчен те промышленноҫ предприятийĕсен ĕҫне пысăка хурса хакланă пулсан, вĕсен таварĕсен пахалăх шайĕ те ҫӳллĕ. Ăнăҫлă проектсем пурнăҫа кĕчĕҫ», - тенĕ ЯНАО Губернаторĕ.

Фоторепортаж



02 октября 2019
16:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter