Чăваш Енĕн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ветеранĕсене Правительство ҫуртĕнче чысланă

В Доме Правительства чествовали ветеранов органов исполнительной власти ЧувашииЮпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев тата Администрацинче тăрăшакан ĕҫчешсем Чăваш Енĕн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче вăй хурса   тивĕҫлĕ канăва тухнисене Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă.    

Палăртнă мероприятине Правительство ҫуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Унта пурĕ ĕҫре пысăк хисепе тивĕҫнĕ 76 ҫын хутшăннă. Вĕсем: Чăваш АССР Министрсен Канашĕнче вăй хунисем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕ пулса ĕҫленисем, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче тимлесе хисеплĕ канăва тухнисем.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев уява пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă. Ҫак уяв ăс-хакăлĕпе тата пултарулăхĕпе ҫĕршыв мăнаҫланма пултаракан ĕҫсем тунă аслă ăру ҫыннисене хисепленине ҫирĕплетет тенĕ вăл. Тайма пуҫ  сире вăй-халшăн, чăтăмлăхшăн, пултарулăхпа ăс-хакăлшăн, ҫамрăксене пурнăҫа вĕрентсе пынăшăн тесе каланă, пĕтĕм чунтан ҫирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал, телей тата ырлăх суннă. «Эпир ырă йăла-йĕркесене упранса, сирĕн паха ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр», – тенĕ сăмаха ҫавăрса Ертӳҫĕ.

Паянхи пурнăҫ таппинче ача сачĕсем, шкулсем, сиплев учрежденийĕсем кулленех хута кайнине, спорт, культура инфратытăмĕ вăй илсе пынине палăртнă Юрий Васильев. Халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатса пырассишĕн Чăваш Ен Правительстви ырми-канми тăрăшнине те палăртса хăварнă. 2020-мĕш ҫулта граждансен пурнăҫ условийĕсене хăтлăрах тума 3,4 млрд тенкĕ хушма укҫа уйăрнине те ырă хыпара асăннă  Ертӳҫĕ. Ку енĕпе ĕҫ хутне те – Указа ҫак кунсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса ҫирĕплетнине палăртнă сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи тата ҫакна та палăртнă: «Аслă ҫулсенчисем хăйсен сывлăхне ҫирĕплетсе пырассишĕн кулленех сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнаҫҫĕ, обществăлла ĕҫсене те хастар хутшăнаҫҫĕ, вĕсен сĕнĕвĕсем яланах пурнăҫа пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаҫҫĕ», - тенĕ.

Мероприяти питĕ кăмăллă иртнĕ, уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.    



02 октября 2019
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter