Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта пурăнакансен кăсăклă ыйтăвĕсем ҫине Наци радиовĕпе, Тăван радио тӳрĕ эфирĕсенче хурав панă

Михаил Игнатьев в прямом эфире ответил на вопросы жителей республикиЮпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта пурăнакансен кăсăклă ыйтăвĕсем ҫине Наци радиовĕпе, Тăван радио тӳрĕ эфирĕсенче хурав панă.  

Эфира ертсе пыраканĕсем Александр Магаринпа Снежана Тимофеева пулнă. Сахал мар халăх ыйту тăратнă.  Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен граждансенчен ыйтусем пулнă.   

Чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ региона пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыма витĕм кӳрекен программăн проекчĕ пирки каласа панă. Федераци центрĕпе килĕшсе пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, Чăваш Ен хушма укҫа-тенкĕ 10 млрд тивĕҫессе ырă хыпара пĕлтернĕ Пуҫлăх хăйĕн сăмахĕнче.

Михаил Игнатьев кăҫалхи ял хуҫалăх уй-хир ĕҫĕсем пирки те тĕплĕн каласа кăтартнă радио итлекенсене. Строительство ыйтăвĕ, граждансен пуҫаруллă проекчĕсем, сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ тытăмĕпе ҫыхăннă ыйтусем те самай хускатнă уҫă калаҫура. Пĕр сăмахпа каласан, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки чылай кăсăклă ыйтусене тапратнă радио хумĕсенче.

Михаил Игнатьев 2015 ҫулта «Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕҫлемелле» программа пурнăҫа анлăн кĕнине асăннă.  Халăх программи чăнласах та, ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине каланă сăмаха малалла тăснă май. Тăватă ҫул хушшинче чылай ĕҫ пурнăҫланине асăннă Пуҫлăх. Шкулсем, ача сачĕсем, ФАПсем, спорт комплексĕсем, культура ҫурчĕсем сахал мар ҫĕкленнĕ регионта. Ҫĕнĕ объектсем халăхăн кăмăлне уҫнă.   Кăҫал ҫулталăк вĕҫĕнче программăн мĕнпур мероприятийĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухма плана кĕртсе хăварнă.   

Чи хумхантаракан ыйтусенчен пĕри – халăха «сăрă схемăпа» ĕҫ укҫине тивҫтерни. Паянхи куна калас пулсан, вăтамран 160 пин ҫын ҫак схемăпа шалу укҫисене илсе пырать. Паллă, ватăлсан, пенси ҫулĕсене ҫитсен вĕсем тивĕҫлĕ ĕҫ укҫине те илеймĕҫ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем палăртнă ыйтăва уҫăмлатассипе ҫивĕч ĕҫлеҫҫĕ, йĕрке тăвассишĕн тăрăшаҫҫĕ.

Яланхиллех халăха ҫул-йĕр ыйтăвĕ те хумхантарнă. Культура ҫурчĕсене юсасси те кун йĕркинчех тăнă. Пĕр сăмахпа каласан социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене граждансем чылай панă республика Пуҫлăхне.  

Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси хăйне евĕр ыйту пулнă. Кун пирки халăх ырланă, тавралăхра чăнласах та, тирпейлĕх хуҫаланнине ҫирĕппĕн пĕлтернĕ регион Ертӳҫине.   

Транспорт реформи пирки сăмах пуҫарнă май, Михаил Игнатьев ҫапла каланă: «Пирĕншĕн граждансем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Предпринимательсем тепре чухне пассажирсен сĕнĕвĕсене шута илесшĕнех мар.  Халăх ĕҫе кайнă чухне, е тата ĕҫрен таврăннă чухне маршрутсене ытларах йышăнмалла. Халăхăн вăраха кайса кĕтсе тăмалла мар транспортсене.  Пирĕн тĕллев – халăх ыйтăвне тивĕҫтересси, кун пирки никамăн та манма юрамасть», – тенĕ.  

Уҫă калаҫу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, республика Пуҫлăхĕ радио итлекенсене ыйтусене тăратнăшăн тав тунă. Сывă пурнăҫ йĕркисене тытса пыракансене, сывлăха упрама пĕлекенсене, эрех-сăрапа алхасма юратманнисене мухтанă. «Тавах сире спорта кулленех ҫӳренĕшĕн, хăвăрăн паха тĕслĕхпе ҫитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕҫе виҫĕм кӳме тăрăшнăшăн пысăк чыс. Пирĕн сывлăх хамăрăн алăра», – тенĕ Михаил Игнатьев.    

Сехет ҫурă пулнă уҫă калаҫура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пĕтĕмпе 20 ыйту ҫине хурав парса ĕлкĕрнĕ, хăшĕ-пĕрисене тĕплĕнрех хуравсем пама тĕрĕслеве илнĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



21 октября 2019
07:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter