Шыва путса инкеке лекнисен шучĕ Чăваш Республикинче сахалланнă

 

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - халăха кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, шывра тата пушарсенче асăрхануллă пулма вĕрентесси.  

Чăваш Республикин гражданла оборона та чрезвычайлă лару-тăрусен министрĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче кĕркуннехи тапхăр тин ҫеҫ пуҫланнине, пуласлăхра хĕлле кĕтнине асăннă.  Инкек пулнă тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă тĕплĕнрех министр.  Ҫĕмĕрле районĕнче юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче 1957 ҫулта ҫуралнă арҫын пулă тытнă вăхăтра шыва кайнă, вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлнă тенĕ вăл. Халăх хушшинче профилактика ĕҫне анлă сарнă, пур-пĕрех граждансем йĕркене пăхăнманни  сисĕнкелет. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсан, кăҫал инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ сахал. Шывра путса вилнисем нумай мар. Специалистсем сыхă тăни, инкексене вăхăтра сирсе яма, халăхăн пурнăҫне упраса хăварма май килнине уйрăммăн палăртса каланă министр. 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 31 инкеке шута илнĕ, вĕсенчен 29-шĕ ҫынсем шывра путнипе ҫыхăннă, кăҫал асăннă тапхăрта 24 пăтăрмах пулнă, 22 ҫын шывра путса вилнĕ. Синоптиксем палăртнă тăрăх, юпа, чӳк уйăхĕсенче ҫанталăк сивĕ пулмĕ, апла пулсан, тимлĕхе никамăн та ҫухатма юрамасть, шывпа асăрхануллă пулмалла, пушарсенчен те сыхă тăмалла тенĕ Вениамин Петров.

Юлашки ҫулсенче ҫӳлерех палăртнă службăн пурлăхпа техника базине чылай пуянлатнă, тĕрлĕ техника туянса 15 млн тăкакланă.  Кăҫал тата та пысăк тĕрев куҫать, пулăшу 10 млн танлашать.

Кĕркуннехи тапхăрпа хĕллехи вăхăт уйрăмах пысăк тимлĕхе ыйтаҫҫĕ. Специалистсем граждансемпе профилактика ĕҫĕсене час-часах йĕркелесе пыраҫҫĕ. Чылай ăнлантару ĕҫĕсене те пурнăҫлаҫҫĕ халăхпа пĕрле.

«Кашни ҫынпах тĕл пулса калаҫмалла. Инкексем пирки тĕплĕн ăнлантарса пама пĕлмелле. Халăхăн та тимлĕ пулма тăрăшмалла. Йĕркесене пăхăнмасан, инкексем пуласси те часах», - тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пулăҫăсемпе час-часах курнăҫмалла, вĕсене пăр ҫине тухасран сыхă тăмалла. Пăр тапраннă чухне ытларах вĕсем инкеке лекме пултараҫҫĕ, апла пулсан кун пирки лайăх ăнлантармалла вĕсене.



21 октября 2019
15:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter