Чăваш Енре промышленноҫ производствин индексĕ 2019 ҫулта 9 уйăх хушшинче 3,5 процент чухлĕ ӳcнĕ

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн малтанласа палăртнă 9 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухса тишкерӳ тунă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăҫалхи кăтартусем пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан самай пысăк тесе хакланă.  

Кăҫал кăрлач-авăн уйăхĕсенче промышленноҫ производствин индексĕ 103,5 процентпа танлашнă.  Ӳсĕм тракторсем тăвакан заводăн курăмлă. «Заказсем предприятийĕн чылай. Апла пулсан, пуласлăхра тата та ҫитĕнӳсем пысăк пуласси куҫкĕретех», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлессипе те ҫитĕнӳсем ҫук мар, кăтарту 101 процента ҫитнĕ.    Строительство пайĕнче те ырă улшăнусем кĕтеҫҫĕ, кăтарту 105 процентран кая мар пуласси паллă.

Кăҫал 9 уйăх хушшинче халăхăн вăтам ĕҫ укҫи 28,6 пине ҫитнĕ, вăл пĕлтĕрхипе пăхас пулсан, кăҫал 108 процентпа танлашать.  

Федераци центрĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа республика хыснине 16036,2 млн кĕнĕ, 2018 ҫулхипе илес пулсан, кăҫалхи кăтарту 26 процент пысăкрах.

«Динамика тени ҫаплипех упранса пырасси сисĕнет.  Апла пулсан, федераци центрĕпе тухăҫлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех. Эпир хамăр енчен, халăх ыйтакан сĕнӳсене пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшатпăр, федераци центрĕ тĕрев парса пулăшать. Хушма укҫа витĕмлĕхĕ питĕ вырăнлă», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Объектсен строительство ĕҫне пурнăҫлама ҫителĕклĕ таран укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  Строительсен тĕллевĕ – ҫуртсене вăхăтра пурнăҫа кĕртесси.  Графикран юлса ĕҫлеме никамăн та ирĕк ҫук. Ҫакна пурин те лайăх ăнланмалла тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарнă регион Ертӳҫи. «Ҫынсене социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем питĕ кирлĕ, вĕсене халăх пĕтĕм кăмăлтан кĕтет. Пирĕн вĕсене хамăр енчен шантарса пыни кăна ҫителĕксĕр, ĕҫпе ҫирĕплетсе пымалла», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов промышленноҫ таварĕсем пирки чарăнса тăнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхрах 105,8 процента ҫитнĕ тесе хыпарланă.   

Калăпăр, тракторсем тăвакан заводра пурĕ 260 ед техника калăпласа кăларнă, 2018 ҫулхинчен кăтарту 68 процент пысăкрах.  Хальхи вăхăтра предприяти паха специалистсене пухать, хăй патне ĕҫлеме йыхравлать.  Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа пĕр пине яхăн специалиста ĕҫпе тивĕҫтернĕ.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле кăтартăва 1622 ҫитерме палăртнă. Тепĕр пысăк предприяти «Сеспель». Вăл та ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре, унăн ҫитĕнĕвĕсем куҫкĕретех. «Хевел» Группа компанийĕ ҫĕнĕ лини хута янă, таварсен калăпăшне ӳстернĕ.

Ҫурт-йĕр ыйтăвĕсем пирки калаҫсан, 2019 ҫулта 398,9 пин тăваткал метр чухлĕ объектсем хута янă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 12,8 процент пысăкрах кăҫалхи кăтарту.  

Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Ольга Метелева хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ тăхăр уйăхра 45181,4 млн танлашать тенĕ. Харпăр хăй тупăшĕ республикăн 27180,4 млн ҫитнĕ. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен самай пысăк пулни куҫкĕретех.   

Республика хыснин тăкак пайĕ 39580,3 млн танлашать. Вĕренӳ пайне  - 14030,9 млн, социаллă политикăна - 10006,5 млн, сывлăх сыхлавне - 3077,1 млн тăкакланă.

Республика бюджечĕн харпăр хăй тăкакĕ 33901,6 млн, кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулни курăнать.  

Михаил Игнатьев налук пайĕсем пирки те чарăнса тăнă, бюджета укҫа-тенкĕ вăхăтра куҫса пынине асăннă. Чăваш Республикин Экономика министерствине, Строительство министерствине, Ял хуҫалăх министерствине инвестициллĕ проектсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ, производствăсем уҫассипе, таварсен калăпăшне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтусемпе ҫивĕчрех тăрăшмаллине каланă.     



21 октября 2019
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter