Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ ятпа паракан медаль мӗнле пуласси паллӑ

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗн положенине ҫирӗплетесси пирки» хушӑва алӑ пуснӑ. Ку награда икӗ элементран тӑрать.

Медале Раҫҫей ҫыннисем, ют ҫӗршыв гражданӗсем, Чӑваш автономийӗ йӗркленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисемпе уявсене килнӗ хисеплӗ ҫынсем илме пултарӗҫ. Кама чыслассине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ йышӑнӗ. Вӑл администраци ертӳҫисене сӗнӗвӗсене те шута илӗ.

Медале 2020 ҫул тӑршшӗпех парӗҫ.



21 октября 2019
18:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter