Наставниклӑх институтне саракансен конкурсене ирттерӗҫ

Чӑваш Енре наставниклӑх институтне чи лайӑх саракансене палӑртма конкурс ирттерме йышӑннӑ. Конкурсшӑн явапли — Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийӗ.

Конкурса кирек кам та хутшӑнаять. Чи кирли — вӗсем республика территорийӗнче тӑрӑшакан предприятисем пулни. Харпӑрлӑх форми кирек мӗнли пулсан та юрать.

Наставниклӑха сарассипе ырӑ тӗслӗх кӑтартакансен ҫак опытпа палалштармалла. Ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ чухне настанвиклӑх тӗслӗхне ытти ҫӗрте усӑ курма май пуррине те шута илӗҫ.

Конкурса хутсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма 150 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наставниклӑх институтне аталантарасси ҫинчен калакан хушӑва алă пуснă. 



22 октября 2019
18:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter