Чăваш Енĕн патшалăх программисене пурнăҫа кĕртме кирлĕ укҫа-тенкĕ калăпăшне ӳстернĕ
Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев ертсе пынă. Ларăва пухăннисем патшалăх программисем пирки канашланă, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те пăхса тухса йышăнса хăварнă. Чăваш Республикинче 2020–2021-мĕш ҫулсенче патшалăх программисене пурнăҫа кĕртме финанс тĕлĕшĕнчен укҫа виҫи ӳсессине те асăннă ертӳҫĕсем.
Уйрăмах халăха социаллă пулăшу парасси актуаллă, ҫавна май тĕрев ытларах пуласси курăнать.
Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ ветеранĕсене патшалăх енчен куҫарса памалли тĕрев виҫи сахал мар хăпарассине хыпарланă. Ҫемйере ача ҫуралсан е тата усрава илсен, виҫҫĕмĕш пепке кун ҫути курсан ашшĕ-амăшĕсене патшалăх ҫителĕклĕ таранах пулăшу куҫарать. Кунсăр пуҫне социаллă пулăшу паракан центрсен пурлăхпа техника бази те пуянланасси куҫкĕретех тенĕ ведомство ертӳҫи.
«Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, мероприятисене пурнăҫа кĕртсе пыма 2019–2035-мĕш ҫулсенче 122,2 млрд тенкĕ укҫа патшалăх енчен тăкакланасси те планра пур.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче бюджетран куҫакан укҫан тĕллевлĕн тăкакланмаллине, тухăҫлăх тени те малти вырăнта пулмаллине палăртнă. Халăхăн социаллă пулăшусене вăхăтра тивĕҫсе пымаллине те асăнса хăварнă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăнă май. 2019 ҫулта граждансене социаллă пулăшупа тивĕҫтерме 14 млрд тенкĕ пăхса хăварнине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса.
Аслă ҫулсенчи ватăсене те сахал мар тимлĕх уйăраҫҫĕ регионта. Социаллă пулăшу центрĕсенче ятарлă техника туянаҫҫĕ, вĕсене валли 43,7 млн уйăрнă. Пĕр сăмахпа каласан, ваттисене валли тĕрлĕ условисем ҫителĕклĕ, халăх та ҫакнах ҫирĕплетсе калать.
Аслă ҫултисене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси паха пулса пырать. Ялсенче пурăнакансем сиплев учрежденийĕсене нимĕнле чăрмавсемсĕрех ҫитеҫҫĕ. «Апла пулсан транспортпа тухăҫлă усă курма пĕлмелле. Вĕсен пушă пĕр вырăнта усăсăр тăмалла мар, кунне 15-18 сехет таран ĕҫлемелле», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.
Халăха ĕҫпе тивĕҫтересси те ыйту кун йĕркинчех. Патшалăх программине самай улшăнусем кĕртнĕ, укҫа-тенкĕ чылай пăхса хăварнă, кăтарту 18 млрд 287 млн ҫитнĕ.
2020-мĕш ҫулсем валли 1 млрд 094 млн уйăрса хăварнă бюджетра, мĕнпур палăртса хунă программăсем пурнăҫа туллин кĕрсе пырасси куҫкĕретех.
«Халăха ĕҫпе тивĕҫтерессипе йышăннă мероприятисене пурнăҫа кĕртме чылай укҫа пăхса хăварнă. Халăх ĕҫсĕр тăрса юлсан, вĕсене туххăмрах урăх ĕҫе вырнаҫма условисем йĕркелемелле, кирлĕ пулсан хушма пĕлӳ памалла. Ыйтăва пурин те пысăк тимлĕхе илмелле», – тесе каланă Михаил Игнатьев.
2019 ҫулта граждансене тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивҫтерме 214,4 млн ытларах пăхса хăварнă ытти чухнехинчен, кăтарту 18 млрд 862 млн ҫитнĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче программăсемпе ĕҫлеме кăҫал укҫа ҫулталăк пуҫланнăранпа 8,4 процент нумайрах тăкакланнине хыпарланă. Тĕрев регионта пурăнакансен сывлăхне вăхăтра сиплесе тăма ҫителĕклĕ пулнине асăннă ертӳҫĕсем. Пахалăхлă медицина пулăшăвне халăх туять, пурте кăмăллă пулни те куҫкĕретех.