Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫланăшăн тӳлемелли хаксем Чăваш Енре 2020-мĕш ҫулта улшăнмаҫҫĕ

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев ертсе пынă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансен тĕпрен юсав ĕҫĕ пурнăҫланишĕн тӳлемелли хаксен виҫи. Ларăва пухăннисем ĕҫ хутне 2020-мĕш ҫулсем валли пăхса тухса йышăнса хăварнă.  Палăртнă тăрăх, виҫе 2018–2019-мĕш ҫулхинчен пысăк пулманни сисĕнет, кăтарту 6,30 тенкĕ пуласси паллă. Палăртса хунă тăрăх, 2020-мĕш ҫулта взнос пĕтĕмпе вара 800 млн пухăнасси те паллă теҫҫĕ специалистсем.   

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче юлашки ҫулсенче халăх взноса вăхăтра тӳлесе пынине палăртса каланă. Енчен те 2014 ҫулта кăтарту пурĕ те 83 процент ҫеҫ пулнă пулсан, 2018 ҫулта вăл виҫе 94 процента ҫитнĕ тенĕ вăл.  

«Программăпа килĕшӳллĕн  палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене вăхăтра пурнăҫласа пыма тăрăшнă. Укҫа-тенкĕ ҫитсе пырать, кăштах тĕрев юласси те паллă, 630 млн танлашать.  Кăҫалхи виҫене шута илсен ҫитес ҫул валли 1,3 млрд пуласси куҫкĕретех», – палăртнă Алексей Грищенко. Укҫа-тенкĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлассин кăтартăвне 30 процент хăпартма май парассине те пĕлтернĕ министр.  

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене юсанăшăн взнос пурĕ 700 млн пухăннă паянхи куна, пĕлтĕрхинчен 100 млн пĕчĕкрех.  Юлса тӳлекенсем те сахал мар, вĕсем 45-50 процент шутланаҫҫĕ.  

Парăмҫăсенчен вăхăтра укҫана пухмаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмах май, патшалăх пулăшăвĕсем пирки халăха ҫийĕнчех пĕлтерсе тăма хушнă республика Ертӳҫи, ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн сахал мар тĕрев куҫнине те асăнса хăварнă сăмаха ҫавăрса.    



23 октября 2019
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter