Ашшĕ-амăшĕсен харпăр хăй ачисене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермеллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.

Паянхи пурнăҫăн ҫивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри – ашшĕ-амăшăсен харпăр хăй ачисене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Тимлĕхе самантлăха та никамăн та ҫухатма юраманнине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионти пĕр ялта пулса иртнĕ пăтăрмах пирки чарăнса тăнă, уйăхри ача инкеке лексе пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнине асăннă вăл. Ашшĕ-амăшĕсен питĕ асăрхануллă пулмалла, пепкесене харпăр хăй тĕллĕн киле пăрахса хăварма юрамасть тенĕ вăл.

Патшалăх политикин тĕп приоритечĕ – ҫемьесене упрасси, ача-пăчасене сывă та тĕрĕс-тĕкел пăхса ҫитĕнтересси пулнине тепĕр хут палăртса каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Регионта кулленех профилактика ыйтăвĕсем ҫине тимлĕх уйăраҫҫĕ пулин те, тепĕр чухне инкексем сиксе тухни пулкалать.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов докладра ҫапла каланă: «Инкексем ытларах чухне аслисем асăрхануллă пулманран сиксе тухаҫҫĕ», – тенĕ, кăтарту та пĕчĕк мар, 40 процента ҫитнине палăртнă.  Халăхăн пĕрне-пĕри ăнланса, пулăшса пыма пĕлмелле, йывăр чухне уйрăмах май килнĕ таран витĕм кӳме тăрăшмалла. Ачасене сыхă тăмалла, усал ĕҫсем тăвасран асăрхамалла.

«Енчен  те ачасем ашшĕ-амăшĕсемсĕр ҫӳреҫҫĕ пулсан, аслисем эрех-сăрапа айхашаҫҫĕ пулсан, тӳрех хыпарсене кирлĕ пек службăсене илсе ҫитермелле. Ыйтусене вăхăтра татса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Инкек пулсан тин, вырăнтан тапранмалла мар»,  – асăрхаттарнă ведомство ертӳҫи.  

Паян канашлура тепĕр инкек пирки те чарăнса тăнă республика Пуҫлăхĕ. Ҫĕрле юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче 6 ҫулхи ачана, амантса пĕтернĕскере, сиплев учрежденине илсе ҫитернĕ.  Пĕчĕк ачана ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри хытă ватнине ҫирĕплетнĕ специалистсем.

Хальхи вăхăтра хĕрачана травматологи уйрăмне вырнаҫтарнă. Тухтăрсем вăхăтра кирлĕ пек пулăшусем парса тивĕҫтереҫҫĕ. Ача сывалса пынине палăртнă министр.

 Усал ĕҫ пулса иртни пирки специалистсем тимлĕ тишкереҫҫĕ.   



23 октября 2019
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter