Республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

В Чувашии предлагается установить административную ответственность за купание в запрещенных местахЮпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Анлă канашлура ертӳҫĕсем ҫуллахи тапхăрти мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ, кĕркуннепе хĕллехи вăхăтра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессине те анлăн пăхса тухнă.

Чăваш Енре 2019 ҫулта ҫуллахи вăхăтра шывра путса инкеке лекнисен шучĕ чылай чакнине палăртнă специалистсем.  Ку кăтарту ҫăлавҫăсем мĕнпур службăра тăрăшакансемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура пулса пынă.  Шывсем ҫывăхăнчи кану вырăнĕсенче условисене туллин хатĕрленĕ, специалистсем те кулленех сыхă тăни куҫкĕретех пулнă.

Шывра путса вилнисен сăлтавĕсем ытларах граждансем эрех-сăра ĕҫнипе ҫыхăннă. Шăпах та, кăҫал ҫак ыйту ҫине специалистсем пысăк тимлĕх уйăрнă, халăха айăпланасран сыхă тăнă.  Уйрăмах ҫак ĕҫе Канаш районĕнче анлă йĕркеленĕ. Шыва кĕме ятарлă вырăнсем 12 объект хатĕрленĕ. Маларахри ҫулсенче кăтарту 10 ҫеҫ пулнă. Кунсăр пуҫне ял поселенисем хушшинче ятарлă конкурс та ирттернĕ.  Ҫĕнтерӳҫĕсене парнесем парса хавхалантарнă.   

Канашлу вăхăтĕнче комисси членĕсем шыва кĕнĕ чухне йĕрке пăсакансене ҫирĕп явап тыттармалли пирки асăннă, административлă майпа ĕҫ пуҫармаллине каланă. Сăмах май, Раҫҫей Федерацийĕн хăш-пĕр субъекчĕсенче палăртнă ĕҫе тахҫанах ĕнтĕ пуҫарнă тенĕ ертӳҫĕсем сăмаха малалла тăснă май.     

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуҫарăва ырланă, нормативлă право ĕҫ хучĕсене пăхса тухма сĕннĕ.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлессине кĕркуннехипе хĕлле тапхăрĕнче те упраса пымаллине чĕнсе каланă вăл.

Ҫăлавҫăсем палăртнă тăрăх, ҫĕнĕ тапхăра специалистсем хатĕр, мĕнпур кирлĕ пек техникăсене хатĕрлесе тăратнă.  Тĕп ыйтусенчен пĕри – пулăҫăсене тимлĕх уйăрасси, халăха хăрушлăх пирки кулленех асăрхаттарасси, профилактика ĕҫĕсене йĕркелесси.

   Чăваш Енри Роспотребнадзор ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче грипп тата ОРВИ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă, вĕсене хирĕҫ кĕрешессипе йĕркелемелли мероприятисем ҫинчен сăмах пуҫарнă.  

 «ОРВИпе тата гриппа чирлекенсене çулталăк тăршшĕпех шута илеççĕ. Çапах кĕркунне тата хĕлле вирус уйрăмах шар кăтартать»,  тенĕ вăл.

Инфекци организма лексен темиçе сехетрен те, 2-3 талăкран та хăй çинчен аса илтерме пултарать. Грипп тата ОРВИ вирусĕ тĕрлĕрен пулнине кашниех пĕлет. Лаборатори пĕтĕмлетĕвĕ кăна тĕрĕс пĕтĕмлетӳ тума май парать.

Пысăк температура, ӳслĕк, йывăррăн сывлани  унăн тĕп паллисем. Унсăр пуçне тĕртĕмсем, сыпăсем хытах ыратаççĕ. Сунаслани тата куç хĕрелни сайра тĕл пулать. Ытти çулхипе танлаштарсан хальхи йышши 2-3 кунранах организма хавшатса çитерет. Нумайăшĕн вирус пневмонийĕ пуçланать. Вăл та хăвăрт аталанать. Пациентсенчен хăшĕ-пĕри 24 сехет хушшинчех сывлайми пулать. Çавăнпах чирлĕ çыннăн ӳпкине ятарлă прибор пулăшнипе ĕçлеттерме тивет.

Кăҫал республикăра пурăнакансенчен 48 процентне грипран прививка тума плана кĕртнĕ, вăл пĕтĕмпе 587 пин ҫын пулать. Хальлĕхе 255 пин ҫынна грипран асăрханса прививка тума ĕлкĕрнĕ, вăл палăртса хунинчен 20,9 процент пулать. Ертӳҫĕ йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăнă, Ҫĕнĕ Шупашкарта шкул ачисем вăраха кайса чирленĕ тĕслĕхсене тупса палăртнине пĕлтернĕ.  Тăватă эрне хушшинче пурĕ 14 ача чирленĕ.  

«Шкул директорĕ ҫийĕнчех кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă.  Медицинăра ĕҫлекенсем шкул ачисене асăрхавра тытаҫҫĕ. Шкулта пĕтĕмпех профилактика ĕҫĕсене ирттернĕ. Шанатпăр, кун пек тĕслĕхсем малашне сиксе тухмасса.  Республикăра ытти вĕренӳ заведенийĕсенче кун евĕр пăтăрмахсем пулнине тупса палăртман. Кулленех ятарлă специалистсем мониторинг тусах тăраҫҫĕ», - хыпарланă Надежда Луговская.   Кун йĕркинчи мĕнпур ыйтусене ертӳҫĕсем туллин пăхса тухса тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  

Фоторепортаж



23 октября 2019
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter