Сыхлăх пирки манмалла мар

 Правительство çуртĕнче республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Ларăва уçнă май регион Пуçлăхĕ халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси влаç органĕсен пĕрлехи ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ. Пирĕн республикăра пушарсен тата шыв çинчи инкексен шучĕ, çав синкерсенче вилекенсен йышĕ çулсерен чакса пынине палăртрĕ. Çапах çакă сыхлăха çирĕплетес енĕпе ĕçлемелле маррине пĕлтермест терĕ.

Комисси членĕсем 2019 çулхи шыва кĕмелли тапхăрăн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерчĕç. Граждан оборони енĕпе ĕçлекен министр Вениамин Петров кăçал ял тăрăхĕсем çынсене шыва кĕмешкĕн-канмашкăн ятарлă 108 вырăн тунине палăртрĕ, пĕлтĕр вара 42 çеç пулнă. Министр шухăшĕпе, кăçал çын путнипе çыхăннă инкексен шучĕ чакни çакăнпа та çыхăннă. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн пуçлăхĕ Валерий Григорьев пăтăрмахсен пысăк пайĕ шыва кĕмешкĕн ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче пулнине çирĕплетрĕ. Вăл кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни пирки те каласа кăтартрĕ.

Ларура çавăн пекех вĕренÿ тата медицина организацийĕсем грипп сарăлас хăрушлăх пысăк тапхăра мĕнле хатĕрленнине сÿтсе яврĕç.

www.hypar.ru

 



23 октября 2019
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter