Михаил Игнатьев «IT-Куб. Канаш» ачасен цифра вĕренĕвĕн центрĕнче пулнă

Михаил Игнатьев посетил Центр цифрового образования детей «IT-Куб. Канаш»Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «IT-Куб. Канаш» ачасене цифрăна вĕрентессипе ĕҫлекен Центр ĕҫĕпе паллашнă, вĕренӳ класĕсене кĕрсе курнă, ачасемпе тата вĕсене вĕрентекен учительсемпе курнăҫнă.

Информаци технологийӗсем вӑйлӑ аталанакан саманара «Информаципе хуҫаланакан – тӗнчепе хуҫаланать» текен паллӑ каларӑш уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулса пырать паянхи пурнăҫра. 

Центр «Цифра вӗренӗвӗн хутлӑхӗ» регион проектне тĕпе хурса пурнăҫланнă. Ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтерекен вĕренӳ центрĕ пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа тӳр килет, пысăк технологи витĕмлĕхĕ тарăн пĕлтерĕшлĕ.  Чи малтанхи тапхăрта ачасене программăсене ăса хывма хăнăхтараҫҫĕ.  Ҫамрăксем «программирование на Python» (Яндекс. Лицей) тата «мобильная разработка» (IT ШКОЛА Samsung) ҫĕнĕлĕхĕсене хапăл тусах йышăнса пыраҫҫĕ.  Пуласлăхра тĕллевсем пысăк, асăннă сферăра ытларах та ытларах ҫĕнĕ ҫул-йĕрсемпе аталанса пыма плана кĕртнĕ специалистсем.

Черетлӗ утӑм вӗренӳ ресурсӗсен, ҫав шутра цифра вӗренӗвӗн ресурсӗсен навигаторӗ шутланакан ҫӗнӗ форматлӑ вӗренӳ порталĕ пулса тăчĕ.

Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Кашни ача ҫитӗнӗвӗ», «Цифра вӗренӳ хутлӑхӗ» проектсене пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пилотлӑ регион пулма Чӑваш Ене ҫирӗплетрӗ. Республика ку тĕлĕшпе питĕ лайăх ĕҫлет.

Пирӗн ачасен ӑс-хакӑл тата пултарулӑх вай-халне аталантармалли «Кванториум» технопарк, цифра вӗренӗвӗн «IT-куб» центрӗ, ял шкулӗсенчи гуманитарипе цифра профильлӗ вӗренӳ центрӗсем евӗр ятарлӑ вырӑнсем туса хума федераци бюджетӗнчен сахал мар укҫа-тенкӗ уйӑрма  пăхса хăварнă.

Ку чухнехи информаци технологийӗсем экономикӑн пӗтӗм отраслӗпе социаллӑ сферӑна аталантармалли, патшалӑха тата муниципалитета тытса пырас ӗҫе лайӑхлатмалли майсем пулса пыраҫҫӗ.

Палăртса хăваратпăр, иккĕмĕш тата виҫҫĕмĕш хутра юсав ĕҫĕсем пыраҫҫĕ. Канашри педагогика колледжĕн директорĕ Геннадий Косолапов хăйĕн сăмахĕнче юсав ĕҫĕсем графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине ҫирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле Центра раштав уйăхĕнче пĕтĕм  Раҫҫейри  «IT-Куб» кунĕнче хаваслă лару-тăрура пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă.  

Геннадий Косолапов Центра вĕренме килес текенсен йышĕ ҫав тери пысăк пулнине хыпарланă. «Ачасем тӳлевсĕрех унта хăйсен тавра курăмлăхне ӳстереҫҫĕ.  Кăҫал 400 ачана йышăнса информаципе технологи пĕлĕвне тивĕҫтерме тĕллев лартнă.  Ачасемпе пĕтĕмпе 12 учитель тăрăшать», - тенĕ вăл.  

Информаци технологийĕн пĕлĕвĕ пуласлăхра питĕ кирлĕ ачасене, хальхи пурнăҫра тĕрлĕ программăсемпе пĕлсе ĕҫлени паха специалистсем пулма витĕм кӳрет тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Ку шăпах та, ҫĕнĕлле вĕрентӳ.  Ҫурта хăпартса туллин пурнăҫа кĕртме пурĕ 42 млн ытла укҫа пăхса хăварнă.  Ачасем кăсăкланма пĕлеҫҫĕ, вĕсене вĕрентекенсем те тарăн паха пĕлӳ илнĕ специалистсем», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Федераци центрĕ субсиди мелĕпе пурĕ пысăк технологиллĕ центра хăпартса лартма 12,4 млн уйăрнă.

 Тĕревпе сахал мар техника туяннă, вĕренӳ учрежденийĕн пурлăхпа техника базине пуянлатнă.  

Центра тĕпрен юсама республика хыснинчен вара 29,9 млн уйăрнă. 

Фоторепортаж



24 октября 2019
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter