Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине палăртса Канаш районĕнче Шăхасан салинче Ҫĕнтерӳ паркĕ уҫăлĕ

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Канаш районĕнче пулнă. Пуҫлăх Шăхасан салинче Ҫĕнтерӳ  паркĕнчи строительство ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă.  Кунта тавралăха тирпей-илем кĕртессипе специалистсем ырми-канми тăрăшни сисĕнет. Обществăлла вырăна «Хулан хутлăхне хăтлăлатас» приоритетлă проекта тĕпе хурса пурнăҫлаҫҫĕ.  Палăртнă обществăлла вырăна хута яма пурĕ Шăхасан салине 8 млн уйăрма пăхса хăварнă. Объект ҫинче «Транспортник» тулли мар яваплă обществăра тăрăшакансем тимлеҫҫĕ. Тĕп палăкпа юнашарах ятарлă стена та вырнаҫтарĕҫ, унта Тăван Ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа паттăр салтаксен ятне ĕмĕрлĕх асра тытса асăну хăми ҫине ҫырса хăварма плана кĕртнĕ. Палăртнă тĕлте чечексем лартса, илемлĕхе палăртса халăх валли чаплă кану вырăнĕ тума шутланă.

Парк ĕҫне яваплăха туйса пурнăҫлама чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ район, ял поселенийĕн ертӳлĕхĕсене, подрядчиксен ĕҫне кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытмаллине асăрхаттарнă сăмах май. Палăртса хунă ĕҫсене графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пымаллине те асăрхаттарнă Пуҫлăх.  

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине палăртса чылай мероприяти плана кĕртсе хăварнă регионта.  Паттăрсене сума сунса лартнă палăксене тирпейлесе пырас ĕҫ те хĕрӳ пырать. Ҫĕннисене те сахал мар ҫĕклесе пыраҫҫĕ регионта. Мĕнпур ĕҫсене халăх хастар хутшăнать, чĕре ыйтнипе пĕтĕм кăмăлтан пурнăҫлама тăрăшать. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене тĕпе хурса, 2019 ҫулта 20 объект хута яма плана кĕртсе хăварнă. Вĕсем пĕтĕмпех Аслă Ҫĕнтерĕве палăртса пурнăҫланĕҫ.

Пĕтĕмпе Чăваш Республикинче 1382 объект, пурте Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине палăртса йышăннисем. Палăксем, стеллăсем, обелисксем, мемориалсем самай регионта пур. «Ĕмĕрлĕх вут ҫулăмĕ» палăк мĕнпур халăха пĕрлештерсе тăрать, пĕр чăмăра пухăнма хистет. Объектсене социаллă культура пайĕнче тăрăшакансем кулленех тирпейлесе тасатсах тăраҫҫĕ, вĕсене ăша хывса ҫитĕнекен ăрăва вĕренсе хăварма тăрăшаҫҫĕ.   

Канаш районĕнче пĕтĕмпе паттăрсене палăртса йышăннă ятарлă 100 вырăн тесе пĕлтереҫҫĕ. Вĕсене пĕтĕмпех Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунă паттăр салтаксене халалланă.   Кашни ялта тенĕ пекех асăну вырăнĕсем пур, халăх паттăрсен ятне ĕмĕр асра тытса пурăнать. 

Фоторепортаж



24 октября 2019
13:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter