Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕнчи «АККОНДМОЛОКО» ТМЯО ҫĕнĕ производство цехĕпе паллашнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев в Янтиковском районе посетил новый производственный цех ООО «АККОНДМОЛОКО»Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Тăвай тăрăхĕнче пулнă. Нумаях пулмасть   «АККОНДМОЛОКО» ТМЯО уҫнă ҫĕнĕ цехăн ĕҫĕпе кăсăкланнă, таварсен пахалăхне пăхса тухнă.

«АККОНД»  АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов республика Пуҫлăхне инвестициллĕ проект пирки каласа кăтартнă, ҫĕнĕ производство линийĕ сĕт-ҫу таварĕсен йышне анлăлатма май панине хыпарланă. Производство цехне уҫма пурĕ 50 млн тăкакланă, халăх валли ҫĕнĕ 18 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ тесе пĕлтернĕ предприятийĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов.    

Кунне завод 80 тонна сĕт тирпейлеме пултарнине те палăртнă сăмаха май ертӳҫĕ.  Лавккасене предприяти туллин таварсемпе тивĕҫтернине те ырă хыпара пĕлтернĕ вăл. Сĕт-ҫуран хатĕрленĕ таварсен пахалăх шайĕ ҫав тери пысăк, 30 тĕрлĕ апат-ҫимĕҫ халăхăн кăмăлне тултарни те куҫкĕретех тенĕ хăнасем.  

«АККОНД» АО генеральнăй директорĕ хăйĕн сăмахĕнче «АККОНДМОЛОКО» ТМЯО кулленех тĕрлĕ конкурссене хутшăнса пысăк хисепе тивĕҫнине те каласа хăварнă тĕлпулу вăхăтĕнче. Вĕсен ĕҫĕсене куравсенче те халăх кăмăлланине, пысăк хак панине асăннă сăмаха ҫавăрса ертӳҫĕ. Ҫулсерен пулакан «Ылтăн кĕркунне» Мускаври конкурсра та час-часах хисеплĕ вырăн йышăннине асăннă сăмах май.  Граждансем предприятийĕн таварĕсене экологи енчен таса ҫимĕҫ тесе кулленех палăртаҫҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти ертӳҫине тата унта тăрăшакансене яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

«Эсир чун-чĕререн тăрăшса ĕҫлени паллă. Ҫĕнĕ цех таварсен йышне ӳстерме витĕм кӳрет. Предприятирен налук та бюджета сахал мар пуҫтарăнать. Сирĕн таварсене халăх ыйтать, вĕсемпе кăмăллă граждансем», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

  Тĕлпулу вăхăтĕнче хускатнă ыйтусене пурне те тивĕҫлĕ хуравсем панă ертӳҫĕсем.  

Фоторепортаж



24 октября 2019
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter