Канаш районĕнче Шăхасан салинче кĕҫех ҫĕнĕ Культура керменĕ хута кайĕ

В селе Шихазаны Канашского района Чувашии откроется новый Дом культуры Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Канаш районĕнче пулнă, Шăхасан салинчи ҫĕнĕ Культура керменĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă. Объект ҫав тери чаплă пуласси куҫкĕретех, харăсах кунта культура мероприятийĕсене курма 300 ҫынна вырнаҫтарма май пулĕ.  

Ҫурта ял территорийĕсене аталантарассипе ҫыхăннă федераци программине тĕпе хурса хăпартса лартнă, объектăн строительство ĕҫне пурнăҫлама 55 млн уйăрнă.  Культура керменĕн строительство ĕҫĕ вĕҫленнĕ тесен те йăнăш мар, специалистсем графикпа килĕшӳллĕн мĕнпур ĕҫсене пурнăҫланă. Ҫав тери хăтлă та илемлĕ Культура керменĕ пулса тăнă.

Официаллă майпа Культура керменне тепĕр виҫĕ эрнерен уҫма плана кĕртнĕ ертӳҫĕсем. Пуҫласа ҫуртра Ял хуҫалăх ĕҫченĕн кунне паллă тума пысăк мероприяти йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев объекта тарăн тишкернĕ, специалистсемпе курса калаҫнă, сусăр ҫынсене те ҫӳреме май паракан условисене пăхса хакланă. Пĕр сăмахпа калас пулсан, строительсен ĕҫне пысăка хунă, объектпа кăмăллă юлнă.  Шăхасанта пурăнакансем чăтăмсăррăн Культура ҫуртне кĕтнине  вăл курса ĕненнĕ.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа регионти районсенче ҫĕнĕ клуб - 25 хута ярĕҫ, асăннă программăпа малашне те ĕҫлеме тĕллев лартнă пуҫлăхсем. 2020-мĕш ҫул иртсен те патшалăх программи малалла тăсăлĕ, пуласлăхра тата та ҫĕнĕ 25 клуб ҫĕклесе лартасси планра пур.

Фоторепортаж



24 октября 2019
13:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter