Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грант укҫипе Тăвай районĕнче сквер ҫĕнелет

В селе Янтиково на грант Главы Чувашской Республики благоустраивается скверЮпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă. Унта хăнасем район центрĕнчи тавралăха пăхса хакланă, скверти ĕҫсене тишкернĕ. Культура ҫурчĕ ҫывăхĕнчи тӳреме тирпейлесе хăтлăлатма пысăк проект пăхса хăварнă пулнă, ăна пурнăҫа кĕртме вара 15 млн тăкаклама палăртнă. Халăхăн обществăлла вырăнне тирпей-илем кĕрессипе палăртнă мероприятисемпе тĕплĕнрех Тăвай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Ванерке тĕплĕн паллаштарнă.   

Проект икĕ тапхăрпа пурнăҫа кĕрĕ.  Пĕрремĕш ĕҫĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне тĕпе хурса пурнăҫланĕ, 6 млн тенкĕ укҫана Тăвай районне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене шута илсе уйăрса хăварнă.  Скверта ҫынсене ҫурран ҫӳреме ятарлă ҫул, электричествăпа, шывпа тивĕҫтермелли объектсене ҫĕнетсе хăварма плана кĕртнĕ.   Палăртнă ĕҫсене юпа уйăхĕнче пуҫланă.  Строительство организацийĕ мĕнпур мероприятисене чӳк уйăхĕ вĕҫлениччен тĕпрен пĕтерме тĕллев лартнă.

Ҫитес ҫулта фонтан, сцена пайне, ҫĕнĕ палăк - Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине палăртса ҫĕклесе лартма плана кĕртсе хăварнă район администрацийĕ.  Культура ҫурчĕ те тĕпрен ҫĕнелсе илемленесси куҫкĕретех, республика хыснинчен объекта хăтлăлатма 8 млн йышăннă.

Подрядчика Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлама чĕнсе каланă. Халăх ырлăхĕшĕн таса кăмăлпа ĕҫлени пархатарлă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе регион Пуҫлăхĕ йышăннă, ун чухне шăпах та пуҫланă ыйту паянхи тĕлпулура хăйĕн хуравне тĕплĕнрех тупнă. Шыва тасатма май паракан станцийĕн строительство ĕҫĕ пирки тарăнрах сăмахланă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем.  

Фоторепортаж



24 октября 2019
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter