Тĕп врачсен кунне халалланă канашлăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в Дне главного врачаЮпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти тĕп больницăсен аслă тухтăрĕсемпе ĕҫлĕ канашлăва пухăннă.  Мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов йĕркелесе ертсе пынă.  

Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче тимлекенсем канашлура  паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Халăха пахалăхлă пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтересси яланхиллех тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Сывлăх сыхлавĕн туризмне вăй илтересси, ют ҫĕршывран сипленме килекенсене ытларах та ытларах явăҫтарасси те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Пĕр пухăннă пек чухне йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те хускатнă ертӳҫĕсем. Сывлăх сыхлавне цифра ҫине куҫарасси актуаллă ыйту шутланать.

«Сывлăх сыхлавĕн пысăк тĕп ыйтăвĕ – халăхăн сывлăхне упрасси. Сирĕн ыранхи куна ĕненмелле, пуласлăх ҫине те тĕллевлĕн тишкермелле», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кирек-хăш ҫултисен те вăхăтра пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе усă курма пĕлмелле. Наци сывлăхне упрас тесен, чир-чĕрсене малтанхи тапхăрсенче тупса палăртмалла, вăраха кайса аптратассинчен кулленех сыхă тăмалла тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕ.

Сывлăх сыхлавне вăй илсе аталантарма чылай тĕрев куҫать республика хыснинчен.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указне тĕпе хурса, республика бюджетĕнче тата та  хушма укҫа-тенкĕ   уйăрнă, кăтарту 1 млрд ҫитнĕ.   

5 ҫул хушшинче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ.  Объектсенче пурлăхпа-техника базине те пуянлатасси куҫкĕретех пулĕ.  

«Шупашкарти  нумай профильлĕ Тĕп больницăна раштав уйăхĕнче хута яма план тунă.  Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалласа ҫитес ҫул стационар хулара уҫăлĕ.  Ытти медицина учрежденийĕсем те сахал мар хута каясси планра пур», тесе хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов. «Пурлăха илме пулать, вăл тĕп пуянлăх тесе пур-пĕрех калама ҫук, эсир вара медицина ĕҫченĕсем – чи пĕлтерĕшлисем, халăхăн пурнăҫне ҫăлса хăварма витĕм кӳрекеннисем. Апла пулсан, мĕнпур медицинăра вăй хуракансем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса, таса чун-чĕрепе пĕтĕм кăмăлпа пурнăҫласа пырассине эпир ĕненетпĕр», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



25 октября 2019
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter