Чăваш Республикин тĕп хулинче «Ачасен планети» ятлă ача сачĕ уҫăлнă

В столице Чувашской Республики открылся новый детский сад «Планета детства» Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Садовый» микрорайонта «Планета детства» ятлă ача садне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă.  Шупашкарти Челомей академик урамĕнчи 13-мĕш çуртра уçăлнă ача садне уçма , паллă пулăма регион Пуҫлăхĕпе пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков тата объекта хута яраканĕ «Медведевская ПМК» производство кооперативĕн председателĕ, генеральнăй подрядчикĕ Юрий Васенев хутшăннă.  

Тахҫантанпах  кĕтнĕ пысăк пулăм ячĕпе микрорайонта пурăнакансене ăшшăн саламланă регион Пуҫлăхĕ. Сăмах май, регионта ку садик кăҫал тăваттăмĕш пулнă.  Объект пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать, условисем чаплă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче 2013-мĕш ҫултан пуҫласа регионта пурĕ ҫĕнĕ ача сачĕ – 44 хута янине хыпарланă.  Кăҫал пурĕ вĕсен шучĕ 16 пулать, ҫитес ҫул вара тăхăр объект пурнăҫа кĕртме план тунă.  Пурĕ 8 ҫул хушшинче ача сачĕ – 70 пулать.   

Кунсăр пуҫне ача сачĕсене тĕпрен юсаса ҫĕнетме те сахал мар укҫа тăкакланать. Ҫуртсенче пурлăхпа техника базине те тĕпрен ҫĕнетсе улăштарни куҫкĕретех. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма йышăннă указпа килĕшӳллĕн, 2020-мĕш ҫул валли ача сачĕсене ҫĕнетсе улăштарма 400 млн хушма укҫа куҫать. 1970-80-мĕш ҫулсенче хута янă ҫуртсене, паянхи пурнăҫ таппи валли ҫĕнетсе улăштарас ĕҫ те хĕрӳ пырать регионта.  Ача сачĕсенче апатлантару уйрăмĕсене тĕпрен юсанă, пурлăх пайне ҫĕнетни те куҫкĕретех. Мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫлама 230 млн тенкĕ пăхса хăварнă бюджетра.

«Икĕ ҫула ҫитнĕ ачасем пурте тенĕ пекех ача садне ҫӳреҫҫĕ.   Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, икĕ уйăхри ачасене ача садне вырнаҫтарма условисем хатĕрлесси. Ĕҫсене тапхăр-тапхăррăн пурнăҫа кĕртсе пырасси паллă», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

27-мĕш №-лĕ ача садĕнче пурĕ 69 ҫын ĕҫлет.  Михаил Игнатьев ачасене мĕн пĕчĕкрен ыррине вĕрентсе пыма, вĕсен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатассипе ҫыхăннă мероприятисене ытларах йĕркелеме чĕнсе каланă.

Ача садне вĕрентĕве аталантарассипе ҫыхăннă патшалăх программине тĕпе хурса хăпартса лартнă. Проект хакĕ 148 миллионпа танлашать.  Пурĕ кунта харăсах 12 ушкăн йĕркелеме пулать, пĕтĕмпе 240 ача хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма пултарать.   

Пĕчĕк шăпăрлансем валли хăтлă условисем йĕркелесе ҫитернĕ ача садĕнче. Шыва кĕмелли уйрăм, кĕвĕ класĕсем, медицина пӳлĕмĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ.

Михаил Игнатьев объектри строительство ĕҫĕсен пахалăх шайне хакланă, ачасемпе тата унта ĕҫлекенсемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕсемпе кăсăкланнă.

Фоторепортаж



25 октября 2019
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter