Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Электроаппаратçăсен бульварĕнчи автомашина ҫулĕсене торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă

В Чебоксарах после реконструкции возобновилось автомобильное движение по бульвару ЭлектроаппаратчиковЮпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Электроаппаратçăсен бульварĕнчи автомашина ҫулĕсене торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă. Объекта «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне тĕпе хурса хута янă. Автоҫул сарлака, харăсах икĕ енпе те икшер машина иртсе ҫӳреме пултарать малашне. Объект пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппине тӳр килет.  «Дорэкс» подрядлă организаци хăй ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланă, графикран чылай маларах ҫула сарса пĕтернĕ.  Проект хакĕ пĕтĕмпе 48,4 млн танлашнă.  

«Автомашина ҫулĕ Президент бульварĕпе Карл Маркс урамĕсене ҫыхăнтарса тăрать.  Шанатпăр, ӳлĕмрен ку тĕлте пăкăсем пулмасса. Тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланать, ҫутă, иртсе ҫӳреме аван теҫҫĕ халăхсем. Строительсем объект ҫинче пысăк технологисене тĕпе хунă, куншăн сире пысăк тав», - тенĕ республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев  вĕсен ĕҫне ырласа.  

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2019 ҫулта Чăваш Республикинче 55 объект ҫинче хĕрӳ ĕҫ пырать.  Вĕсенчен ҫурри ытла Шупашкар хулинче пурнăҫа кĕрĕ. Палăртса хунисенчен 70 процентне строительсем пурнăҫлама та ĕлкĕрнĕ.

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йышăннă патшалăх программисем пурнăҫа кĕрсе пыни пĕлтерĕшлĕ граждансемшĕн.  Эпир кашни ҫул палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсе пыратпăр.  Регионта ҫулсем паха, вырăнти халăх, пирĕн тăрăха килекен хăнасем те ҫакна пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă», - пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Пĕтĕмпе 2024-мĕш ҫулсем тĕлне транспорт тытăмĕ ҫине 23 млрд тăкакланасси планра пур.

Фоторепортаж



25 октября 2019
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter