Ача сачĕсен кивĕ ҫурчĕсене пиллĕк ҫул хушшинче тĕпрен ҫĕнетсе пĕтерме тĕллев лартатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «За 5 лет капитально отремонтируем все старые здания детских садов» Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тепĕр садике — Трактор тăвакансен проспектĕнчи 3 А çуртра вырнаçнине çитсе килнĕ. Ăна 1974 çулта хута янă. Çурта хула бюджетĕнчен уйăракан нухратпа çулленех косметика юсавĕ ирттереççĕ пулсан та, вăл строительсене кĕтни куçкĕретех. Республика ертӳçи лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă.

Унпа пĕрле ҫул ҫӳревре Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков пулнă.

Ҫуртăн пĕрремĕш корпусне 12 ушкăнри ачасене вырнаҫтарнă.  Кунта паянхи кун ыйтни пурте пур: пултарулăх холĕ, музыка залĕ,  логопед кабинечĕ  тата ытти те.

Ача сачĕн ертӳҫи Оксана Виштынецкая хăйĕн  сăмахĕнче объектра пурлăхпа техника бази кашни ҫул тенĕ пекех улшăнса пынине асăннă.

Ачасен тавра курăмлăхне аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсем пĕтĕмпех ҫителĕклĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Ача сачĕ 2012 ҫулта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне тивĕҫнĕ. Вĕсене 200 пин тенкĕ тĕрев куҫнă.  Пулăшăва компьютерсем туянма, кĕвĕ хатĕрĕсем илме тăкакланă.  1974 ҫулта хута янă объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма 2014-2019-мĕш ҫулсенче пурĕ 7 млн уйăрнă. Чылай ĕҫ пурнăҫлама тивнĕ строительсен вăл укҫапа.

2020-мĕш ҫулта тĕпрен юсав ĕҫне тата та йĕркелесе ирттерме плана кĕртсе хăварнă.  Ҫуртăн умри пайне илем кĕртесси те паллă. Чӳречесене ылмаштарĕҫ тата ытти ĕҫсем те сахал мар пурнăҫлама пăхса хăварнă.

Ачасен тавра курăмлăхне, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ регионта. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхăн пурнăҫне лайăхлатассипе йышăннă Указа алă пуса ҫирĕплетнĕ.  Вăл - çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен. Кашни çемьене, республикăра пурăнакан кашни çынна пырса тивет. Документ пысăк пĕлтерĕшĕ пулни каламасăрах паллă.  2020-мĕш ҫулта Указа пурнăҫа кĕртсе пыма 3,4 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Вăл шутран ача сачĕсене хăтлăлантарма 400 млн уйăрнă.

«2013 çултанпа 44 садик уçрăмăр, кăçал — 16. Çитес çул тата 9 хута яма палăртнă. Çав вăхăтрах кивĕ, 30-40 çул каялла тунисене, тĕпрен юсаса пырăпăр. Пур ача та пĕр пек лайăх условисенче воспитани илччĕр», — тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



25 октября 2019
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter