Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Автомобиль транспорчĕн, хулари пассажирсене илсе çӳрекен транспортăн ĕçченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Автомобиль транспорчĕн, хулари пассажирсене илсе çӳрекен транспортăн хисеплĕ ĕçченĕсем, автотранспорт отраслĕн ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Автотранспорт предприятийĕсен ĕçченĕсем экономикăпа тата социаллă пурнăçпа çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçлаççĕ. Республикăра пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ, вĕсен ĕç тухăçлăхĕ, эппин, пирĕн регионăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ общество транспорчĕ кал-кал тата чăрмавсăр ĕçленинчен, пассажирсен хăтлăхне туллин тивĕçтернинчен нумай килеççĕ.

Чăваш Ен транспорт çыхăнăвĕн тухăçлăхне йĕркелес енĕпе тĕллевлĕ мерăсем йышăнать, автомобиль паркĕ çĕнелсех пырать, общество автотранспорчĕ çĕнĕ йышши цифра технологийĕсене ĕçе кĕртет. Автотранспорт хуçалăхĕн ĕçченĕсен профессионализмĕпе яваплăхне пула пирĕн çулсем çинче ырă улшăнусем пулса иртеççĕ, çул çӳрекенсен хăрушсăрлăхĕ çирĕпленет, водительсен культури пысăкланать.

Кăткăс механизмăн – Чăваш Республикин транспорт комплексĕн – кал-кал ĕçне тивĕçтерекенсене пурне те чунтан тав тăватăп. Сире пурне те çирĕп сывлăх, мĕн пур пуçарура ăнăçу, такăр çул, тав тума пĕлекен пассажирсем, телей тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                              Михаил Игнатьев 



26 октября 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter