Чăваш Республикинче Халăх пĕрлĕхĕн кунне палăртса 500 ытла мероприяти ирттерме плана кĕртнĕ

Чăваш Республикин Пуҫăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлассипе ҫыхăннă мероприятисене тарăн пăхса тухнă канашлура.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа регионта эрнипех пысăк уявсем ирттерме плана кĕртсе хăварнă тесе пĕлтернĕ.  Чӳк уйăхĕн14-мĕш кунĕсенче республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче пĕтĕмпе 500 ытла мероприяти пуласси паллă тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май, тĕрлĕ конкурссем, уҫă калаҫусем, литература хайлавĕсем, викторинăсем, пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсем самай халăха хавхалантарасса шанса каланă. Палăртнă тăрăх уявсенче пĕтĕмпе 30 пин ҫын хутшăнасси те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Чӳк уйăхĕн 1-мшĕнче пысăк этнографи диктанчĕ регионта пулать.  Пĕтĕм халăхсен хушшинче пулакан акцине Чăваш Республики хапăл тусах хутшăнма кăмăл тунă. Республикăри мĕнпур муниципалитетсенче ятарлă вырăн диктант ирттерме хатĕрленĕ.

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика, ҫавӑнпа та тӗрлӗ халӑх йышне кӗрекен тата тӗрлӗ тӗне ӗненекен ҫынсем хушшинчи ырӑ кӳршӗллӗ хутшӑнусем пирӗншӗн яланах тӗп вырӑнта пулӗҫ. Эпир тӑван республика тата юратнӑ ҫӗршывӑмӑр чечекленӗвӗшӗн пӗр­ле тӑрӑшатпӑр – вӗсен хальхи пурнӑҫӗпе малашлӑхӗшӗн кашниех яваплӑ.

 Чăваш патшалăх театрĕсенче те ятарлă куравсемпе спектакльсем пулĕҫ.  Халăх пĕрлĕхĕн кунне чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре ирттерĕҫ. Митинг-концерта 5000 ҫын хутшăнасси паллă.   Шупашкарти Туслăх ҫуртĕнче  «Единая семья народов России» наци культурисен республикăри VI-мĕш фестивалĕ иртет.  Пĕр сăмахпа каласан, чылай мероприяти планра пур, вĕсем пурте ҫӳллĕ шайра йĕркеленсе иртессине шанса каланă пуҫлăхсем.  



28 октября 2019
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter