Чăваш Енре ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе талантне тупса палăртакан тата аталантаракан «Эткер» центрĕ хута кайĕ

В Чувашии создается Центр по выявлению, поддержке и развитию способностей и талантов у детей и молодежи Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе талантне тупса палăртакан тата аталантаракан «Эткер» центрĕнче ĕçлеме пултаруллă преподавательсене ĕçе явăçтарасси пирки тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче «Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе талантне тупса палăртакан тата аталантаракан «Эткер» попечитель канашĕн ларăвĕ иртнĕ, унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă ларăва пуҫтарăннă ертӳҫĕсем. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва уҫнă май, ҫĕршывра, ҫав шутрах регионта та юлашки ҫулсенче пултаруллă ачасене тупса палăртассипе курăмлă пысăк ĕҫсем пулса пынине каласа хăварнă хăйĕн сăмахĕнче.  

«Республикăра ҫӳлерех асăннă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пырассишĕн, кашни специалист ырми-канми тăрăшни те паллă.    Ача сачĕсене ҫӳрекен шăпăрлансен тавракурăмлăхĕ пысăк пултăр тесе, условисене те самай йĕркелесе тăратнă»,  каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Кăҫал нарăс уйăхĕнче иртнĕ Сочири форумра ятарлă килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетнине палăртнă вăл сăмаха ҫавăрса.  Ăна кура, регионта ятарлă центр хута каясси те планра пур.  Федераци хыснинчен республика 213,6 млн тивĕҫнĕ.  Ҫĕнĕ учрежденийĕн пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланĕ пысăк тĕрев. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви ҫумĕнчи хушма пĕлӳ паракан «Эткер» вĕренӳ учрежденийĕнче ачасене вĕрентмелли ятарлă корпус, лаборатори уйрăмĕ, общежити тата спорт лапамĕ пур.  Хальхи вăхăтра центрăн инфратытăмне ҫĕнетессипе хĕрӳ ĕҫ пырать. Аслă шкулсемпе, предприятисемпе, организацисемпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене те ҫирĕплетсе пырать учреждени.   Халĕ пулас ку центрта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, оборудовани вырнаçтараççĕ. Ăна раштав уйăхĕн вĕçĕнче уçма палăртаççĕ.

«Эткер» шкул тулашĕнчи ĕҫсемпе тимлекен центр директорĕ Ольга Тарасенко хăйĕн сăмахĕнче ачасен тавракурăмлăхне аталантаракан программăсем вăтамран 14–21 куна тăсăлассине хыпарланă. Тĕп направленисем: наука, искусство, спорт тенĕ вăл.

Центрта ытларах математика, физика, хими, биологи, информатика енĕпе ачасене вĕрентме тĕллев лартаҫҫĕ.  Хоккей, шахмат, ҫăмăл атлетика тата ытти те пулĕ унта. Ачасене ташă, юрă, литература тĕнчин пуянлăхĕсемпе те паллаштарса пыма тĕллев лартнă специалистсем.

«Палăртнă тăрăх, кашни сменăна 150 ҫын ҫӳресси паллă.  Пĕрремĕш ҫул 500 ача пуласси те куҫкĕретех», – хыпарланă Ольга Тарасенко.   

Михаил Игнатьев пулас учреждени валли кадрсем хатĕрлемелли пирки ыйтăва хускатнă. Сăмах май, «Эткер» мĕнле ăнлантарнине каласа панă, вăл вырăсла наследие пулать тенĕ.  

«Чылай вăхăт хушши сӳтсе явнă ыйтăва.  Тĕрлĕ ятсем пама сĕнӳсем тăратнă. Пур-пĕрех пурне те «Эткер» ят килĕшнĕ. Пире Раҫҫей Федераци шайĕнче пĕлеҫҫĕ, тӳрех Чăваш Республики тесе хаклаҫҫĕ», –  тенĕ Ольга Тарасенко.

«Чăваш Енре юлашки çулсенче ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарма тĕрлĕ площадка йĕркеленĕ. Калăпăр, Канашра цифра пĕлĕвĕ паракан центр уҫăлнă. Çамрăк ăрăвăн ăс-хакăлне аталантарма пысăк укҫа уйăрни хăйĕн «тухăҫне» паратех. Эпир Пĕтĕм Раççейри «Сириус» центрпа та пуринчен маларах çыхăну тытма пуçларăмăр. Çак центрта юлашки тăватă çулта Чăваш Енрен 40 преподавательпе 200 вĕренекен пĕлĕвне ӳстерчĕç», – пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

Профильлĕ пĕлӳ пама вара ытти специалистсене те явăçтарĕç. Кадрсене хатĕрлеме республикăри тĕп вузсем пулăшĕç.

Тĕплĕнрех



28 октября 2019
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter