Хамăр республикăран тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан офицерсен «Сыны Отечества» пĕрлешĕвĕ регионсен хушшинчи обществăлла организаци статусне йышăннă

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. 

Паян вăл ырă хыпар пирки каласа кăтартнă, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Юстици министерствинче «Сыны Отечества» Чăваш Енри паллă офицерсен обществăлла организацийĕн ушкăнне регистрациление пĕлтернĕ, малашне вăл Мускавра пурăнакан офицерсен «Сыны Отечества» пĕрлешĕвĕ  регионсен хушшинчи обществăлла организаци статусне йышăннине каланă.  

Офицерсен пĕрлешĕвне пĕтĕмпе Чăваш Енри 400 ытла офицер кĕнĕ.  Вĕсем право хуралĕнче тăрăшакансем тата ытти вăй структурисенче тимлекенсем.  Чи пахи, Чăваш Республикинче ҫуралса ӳснĕ ентешĕмĕрсем.  Организацине ертсе пыраканĕ паллă та сумлă вице-адмирал Владислав Ильин.

Асăннă организаци ҫитĕнекен яш-кĕрĕме патриотла воспитани парас ĕҫре пысăк витĕм кӳме тăрăшать, чылай курăмлă мероприятисем йĕркелесе ирттерет. Час-часах республикăра районсемпе хуласенче пулаҫҫĕ вĕсем, ҫамрăксемпе уҫă калаҫусем ирттереҫҫĕ. Кремльте Президентăн полкĕнче служба тивĕҫĕсене пурнăҫлакансене те витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ. Регионсен хушшинчи организацине йышăнса хăварни – ҫĕршыври чылай регионсенче те ҫакăн йышши уйрăмсене йĕркелесе яма май парĕ.  Апла пулсан, Чăваш Енĕн сумлă ҫыннисем ытти субъектсенче те хăйсене тивĕҫлĕн кăтартса парасси куҫкĕретех.  

Хамăр республикăран тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан офицерсен «Сыны Отечества» пĕрлешĕвĕн патриотлăх шайĕ çав тери пысăк. Шăпах çакнашкал çынсем çамрăк ăрăва çĕкленме пулăшаççĕ. Эпир вĕсемпе  мăнаçланатпăр. Чăн-чăн патриотсем çитĕнтерме пулăшнăшăн офицерсен йышне чĕререн тав тăватпăр. Çак юхăм ҫамрăксене пурнăç тĕллевне палăртма пулăшĕ. 



28 октября 2019
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter