Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев СССР халăх артистне 80 ҫул тултарнă ятпа саламланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравил с 80-летием народного артиста СССР Валерия ЯковлеваЮпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи, Раҫҫей тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, Раҫҫейри театрсен Пĕрлешĕвĕн Тĕп Правленийĕн секретарĕ Валерий Яковлев 80 ҫул тултарнă ятпа ирттернĕ савăнăҫлă уяв каҫне хутшăннă.   

Торжествăлла пулăм пуҫланиччен, чи малтан регион Ертӳҫи тĕрлĕ куравсемпе паллашнă, хăнасемпе курнăҫнă, кӳршĕллĕ регионсенчен килнисемпе ăшшăн пупленĕ.

«Эпир час-часах республикăра пулатпăр, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашатпăр.  Куратпăр, Эсир театр ăстисене вăй илсе аталанса пыма пысăк тĕрев панине.  Культура ҫурчĕсене тĕпрен юсама та регион сахал мар тăкакланать. Ку пурсăмăра та питĕ хавхалантарать ĕҫлеме.  Пур регионсенче те кун пек мар, эсир тĕслĕхре», - тенĕ Г. Камал ячĕллĕ Тутарстан патшалăх академи театрĕн директорĕ Ильфир Якупов.  

Уява пухăннисене саламланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Валерий Яковлева чун-чĕререн тав тунă, паллă ентешĕмĕр хăйĕн пурнăҫне юратнă театрне халалланине палăртса каланă.  Хисеплĕ артиста Чăваш Енре анчах мар, республика тулашĕнче пурăнакансем те яланах хапăл туса кĕтнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Театр яланах халăха кирлĕ. Спектакльсенчи тĕрлĕ кăларăмсем ҫынсене ырă кăмăл-туйăм парнелеҫҫĕ.  Халăх пултарулăхĕ – пирĕн тĕп пуянлăхсенчен пĕри. Тавах, Сире хисеплĕ Валерий Николаевич. Сирĕн спектакльсем ырри патне ăнтăлма витĕм кӳреҫҫĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслăн пурăнма вĕрентеҫҫĕ», тенĕ Михаил Игнатьев.  Паллă кун юбиляра Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн Указĕпе килĕшӳллĕн,  IV-мĕш степеньлĕ орден парса чысланă.

 Уявра пухăннисем Валерий Яковлева мухтаса ырă сăмахсем каланă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Наци конгрессĕн президенчĕ Николай Угаслов, Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Денисов ăшшăн саламланă.

Кӳршĕллĕ регионсенчен килнисем Валерий Яковлев чăвашсен мухтавлĕ ывăлĕ пулнине, Раҫҫей культурипе искусствин паллă ĕҫченĕ тесе палăртнă.  Вăл лартнă спектакльсем Раҫҫейри чи лайăх спектакльсен шутĕнче пулнине, чылай фестивальсенче сахал мар лауреат ятне тивĕҫнине аса илсе хăварнă хăнасем.   Уяв каҫĕнче пухăннă халăх Валерий Яковлев лартнă спектакльсенчи тĕрлĕ сыпăксене курса савăннă. Вĕсем: «Эс ман чунра (Пихампар чунĕ манра)», «Туя туй пек тăвар-и?», «Вĕри юнлă çемçе чун» (Константин Иванов), «Юнлă туй», «Ялта» спектакльсем.  

Фоторепортаж



28 октября 2019
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter