Михаил Игнатьев ҫутҫанталăк сиен кӳнĕ вырăнсене сирсе ярассипе тимлĕ тăрăшнăшăн ятарлă службăсене пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн тав тунă

 

Ĕнер, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче регионта ҫил-тăвăл алхаснă. Чăваш Республикинче 93 ял тăрăхĕнче электроэнерги пĕтсе ларнă,  24 пин ытла ҫын ҫутăсăр тăрса юлнă пулнă.  

Авари пулнă территорисенче инкексене сирсе ярассипе ĕҫленĕ ятарлă службăсен  ĕҫне паян, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăра террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕнче тарăн пăхса тухнă.  Ертӳҫĕсен отчетне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев тимлĕ итленĕ.

«Ҫутҫанталăк пире ҫирĕп тĕрĕслет, тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть. «МРСК Волги» ПАО - Чувашэнерго филиалĕн бригада ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланă.  Специалистсем вăхăта вăраха тăсмасăр туххăмрах мĕнпур ыйтусене туллин татса пани куҫкĕретех. Сире куншăн пурсăра та пысăк тав. Халăх патне ҫутă илсе ҫитернĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Мĕнпур яваплă службăсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн Чăваш Республикин Ертӳҫи мухтанă.  Ҫак эрне вĕҫлениччен ытти сиен кӳнĕ объектсенче тирпейлемелле, ӳксе пĕтнĕ йывăҫсене тасатмалла, ҫивĕттисене сарса пĕтермелле тенĕ вăл сăмаха ҫавăса.     



29 октября 2019
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter