Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев террора хирĕҫ кĕрешекен комисси ларӑвӗнче Интернетри преступленисене хирĕҫ тăма пулăшакан ҫамрăксене хавхалантарма сĕннĕ

Глава Чувашии предложил поощрять молодежь, помогающую в борьбе с преступлениями в ИнтернетеЮпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев террора хирĕҫ кĕрешессипе тимлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Ларăва пухăннисем халăх хушшинче профилактика ĕҫне ытларах йĕркелесе пымаллине тарăн сӳтсе явнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕринпе Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Екатерина Грабко тарăн доклад туса панă.  Журналистсем валли ҫулсеренех тĕрлĕ конкурссене хутшăнма условисем йĕркелесе тăратнине хыпарланă.  Уҫă калаҫусем те сахал мар ирттернине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Террора хирĕҫ кĕрешессипе тĕрлĕ ыйтăм формиллĕ мероприятисем те ирттернине асăннă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  2019 ҫулта пурĕ икĕ мероприяти ҫӳлерех палăртнă ыйтупа йĕркеление пĕлтернĕ.

«Халăх патне палăртнă темăна илсе ҫитерме ҫăмăлах мар.  Пур-пĕрех специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса пăхăнса пурнăҫлаҫҫĕ.  Контент та ырă енне куҫсах пырать», - тенĕ вăл.

Ҫитес ҫулта социаллă сетьсенче право хуралĕнче тăрăшакансемпе пĕрле информаци кăларăмĕсене ятарласа йĕркелеме плана кĕртнине хыпарланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  Хальхи вăхăтра ку енĕпе анлă ĕҫсем пулса пынине каланă вăл сăмаха ҫавăрса.  Чăваш Енри Роскомнадзор Управленийĕн ертӳҫи Татьяна Евдокимова хăйĕн сăмахĕнче регионти сайтсен Пĕрлехи реестрĕ пирки каласа кăтартнă. Паянхи куна унта усал хыпар саракан 90 пин ытла сайтсен адресĕсене шута илнĕ тенĕ вăл. Вăл шутран право хуралĕнче тăрăшакансемпе пĕрле йĕрке пăсакан сайтсене кăҫал 2051 тупса палăртнине пĕлтернĕ вăл. Халăх хăй тĕллĕн те усал хыпарсем пирки  кирлĕ пек службăсене илсе ҫитерме пултарать  тенĕ вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тарăн тишкернĕ паянхи канашлура.

Чăваш Республикинчи Террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен аппаратăн ертӳҫи Евгений Терешин хăш-пĕр предприятисем: «НОВИТЭК» ТМЯО тата «Стратегия Восток-Запад» ТМЯО АТК йышăнăвĕсене вăхăтра пурнăҫламаннишĕн явап тытнине асăннă, административлă майпа  вĕсене укҫа тӳлеттерме йышăннине каланă.  

Сахал мар ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра сăмах хускатнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă паянхи ларăва пухăннă ертӳҫĕсем.

Ыйтусем пурте пысăк яваплăха туйма хистеҫҫĕ, апла пулсан яланах тимлĕ пулмалла, пĕр самантлăха та ирĕке яма юрамасть ҫивĕч тĕрĕслевре тытмалла тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



29 октября 2019
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter