Чăваш Енре пулнă ҫил-тăвăл инкекĕсене республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫивĕч тĕрĕслевре тытнă

Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин территорийĕнче юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче ҫутҫанталăк асар-писерĕ пуҫланнă, ҫил-тăвăл 20 м/с хăвăртлăхпа вĕрнĕ. Ирхине 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 112 тытăма муниципалитетсенчен электроэнерги пайĕнче пăтăрмахсем пулни пирки хыпарсем вĕҫме пуҫланă. Хăш-пĕр вырăнсенче йывăҫсем выртнă, ҫурт ҫивĕттисене ҫил илсе пăрахнă, автомашинăсене сиен кӳнĕ тĕслĕхсем те сахал мар.  Пурĕ ҫил-тăвăлта 12 район тата икĕ хула округĕнче пăтăрмахсем пулнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева йывăр лару-тăру пирки тӳрех пĕлтернĕ.  Ятарлă министерствăсене ҫивĕч хушу панă республика Ертӳҫи.   «МРСК Волги» ПАО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Дмитрий Иванов предприятисенче специалистсем хатĕр тăнине, кирлĕ пек вырăнсене вăхăтра ҫитсе, пăтăрмахсене сирсе янине хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче.

Пурĕ 49 бригада ĕҫленĕ, 157 специалист пулнă, 70 ед техника ĕҫе тухнă.   

Мĕнпур ĕҫсене юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче специалистсем каҫхине 20 сехет валли тĕпрен юсаса ҫитернĕ.    

 



29 октября 2019
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter