И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан 43 студент «Земский учитель» патшалăх программине хутшăнма кăмăл тунă

В ЧГПУ им. И.Я. Яковлева уже 43 студента выразили готовность участвовать в программе «Земский учитель» Юпа  уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхă Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕпе Владимир Ивановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче пулас учительсене хатĕрлеме ҫĕнĕлле условисем йĕркелесси пирки ыйтусене  тарăн сӳтсе явнă. Республикăра шкулсенче ҫамрăк вĕрентекенсем ҫителĕксĕр пулни сисĕнет. Апла пулсан, «Земский учитель» патшалăх программине тĕпе хурса вĕрентӳ учрежденийĕсене ытларах  ҫамрăк учительсене явăҫтарса пымаллине асăннă вĕсем.  Ялсене тата пĕчĕк хуласене вĕрентме каяс текенсем валли пĕр хутчен укҫан хушма пулăшу парассипе те ятарлă йышăну пăхса хăварнă.  

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин час-часах ҫамрăк вĕрентекенсене тĕрев памаллине аса илтерсех тăрать. Апла пулсан, тĕрев те сахал мар учительсене куҫать. Кун пек ҫăмăллăхсене вĕрентекенсем тахҫанах кĕтнĕ пулнă.  Харăсах «Земский учитель» программăна 43 ҫын хутшăнма кăмăл тунă», - тесе ырă хыпара каланă Владимир Иванов.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева аслă шкулта паянхи куна пурĕ 5 пин студент ăс пухнине пĕлтернĕ. Палăртса хăвармалла, вĕренсе тухакансенчен 80 проценчĕ професси енĕпе ĕҫе вырнаҫни те куҫкĕретех тенĕ вăл. Ытти аслă шкулсемпе танлаштарсан, кăтарту лайăх малти ретре шутланса тăрать университет.  

Патшалăх ҫамрăк вĕрентекенсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрни курăнать. Кăтарту та ҫук мар, ҫитĕнӳсем те ҫакнах ҫирĕплетсе парҫҫĕ тенĕ Михаил Игнатьев.  Студентсене ятарлă тĕллевпе вĕренсе кăларни те самай пысăк витĕм кӳрет. Шкулта ĕҫлекенсем хăйсене кирлĕ пек професси пирки пĕлтерсех тăраҫҫĕ. Аслă шкулсенче ĕҫлекенсем вĕсене тĕпе хурса ҫамрăксене вĕрентсе пыма тăрăшаҫҫĕ. Ĕҫпе тивĕҫтерекенсен ыйтăвĕсем пĕлтерĕшлĕ, вĕсене пăхăнас тесе план та тепре чухне ҫĕнĕлле пăхса хăварма тăрăшатпăр тенĕ аслă шкулăн ректорĕ Владимир Иванов.    «Эпир яланах ĕҫпе тивĕҫтерекенсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр. Физика учителĕ пулас текен ҫын харăсах акăлчан чĕлхине вĕренсе пырса, паха пĕлӳ пуҫтарса шкулта ĕҫлеме пултарать», - тесе каласа хăварнă аслă шкулăн ректорĕ.

Паянхи куна аслă шкулта пурĕ ют ҫĕршывсенчен килнĕ 551 студент вĕренет. Студентсем китай чĕлхине хаваспах вĕренсе пыни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил  Игнатьев Учительсен кунĕ ячĕпе Владимир Иванова ăшшăн саламланă, хăйне шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫласа пынăшăн  мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Студентсем паха пĕлӳ илни, тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ  ăмăртусенче мала тухни те ҫакнах ҫирĕплетет тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Фоторепортаж



03 октября 2019
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter