Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Раҫҫей энергетика эрни» халăхсен хушшинчи форумăн пленар ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в пленарном заседании Российской энергетической недели, на котором выступил Президент России Владимир Путин Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Мускавра «Раҫҫей энергетика эрни» халăхсен хушшинчи форумăн ларăвне хутшăннă. Унта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин доклад тунă. Энергетика тытăмĕнче пĕрле пуҫтарăнса пĕр шай аталанса пырас ыйту - кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнă.

   Ларăва пухăннисем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, аталану ҫул-йĕрĕсене пăхса тунă.  Тĕнчери энергетика пайне аталантарса вăй илтерес текенсемшĕн мероприятинче пурин валли те ятарлă ыйтусене сӳтсе явма меллĕ тесе каласа хăварнă ҫĕршыв Ертӳҫи, ҫителĕклĕ вырăн пулнине палăртнă. Кăҫал форум ĕҫне хутшăннисен кăтартăвĕ ытти чухнехинчен чылай пысăк тесе хакланă вăл. Пĕтĕмпе 10,5 пин делегат, 200 ытла ушкăн тĕнчери 80 ҫĕршывран палăртнă пулăма хутшăнма кăмăл тунă.

Хăйĕн сăмахĕнче Владимир Путин нефть тытăмĕнче ĕҫлекенсен тухăҫлăхĕ пысăк пулнине палăртнă.  Раҫҫей газа ют ҫĕршывсене пĕр чăрмавсăрах тивĕҫтерсе пынине те асăнса хăварнă вăл. «Инфратытăм енĕпе ҫыхăннă пысăк проектсене пурнăҫа кĕртме эпир яланах хатĕр.  Калăпăр, «Турецкий поток», «Северный поток-2» газопроводсем  тăвассипе курăмлă ĕҫĕпĕр.  Европăри пысăк промышленноҫ предприятийĕсемпе килĕшсе пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем пурнăҫа кĕртсе пыма та меллĕ, коммерци шучĕпе пурнăҫлатпăр мероприятисене.  Политика пăтăрмахĕсем ҫук, кун пирки  пурин те лайăх ăнланмалла», - тенĕ вăл.

 Раҫҫей Китай ҫĕршывне нефть чылай ăсатать. Юлашки 10 ҫул хушшинче тавара пирĕн ҫĕршыв Китая 4,5 хут ытти чухнехинчен нумайрах тивĕҫтернĕ.  «Ҫулталăк вĕҫĕ тĕлне «Сила Сибири» газопровод хута яма плана кĕртнĕ. КХР газ илсе ҫитерме те ансатрах пулĕ ун чухне», - тесе хыпарланă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ. Пысăк  калăпăшпа вăй илсе пыракан энергетика тапхăрĕнче экологи, климат ыйтăвĕсем те кун йĕркинче ҫивĕч тăраҫҫĕ. Хăйĕн калаҫăвне пĕтĕмлетнĕ май, Владимир Путин ҫут ҫанталăк пурлăхĕпе усă курас ĕҫре те цифрăллă технологи вăй илмеллине, электроэнергипе тивĕҫтерессинче те вăл малти вырăна тухмаллине уйрăммăн палăртса каланă. «Энергоҫыхăнăвĕнче цифра йышăнăвĕсем тăвассипе Раҫҫей анлă ĕҫлесе пырать. Калининградра, Уфара, Белгородра «ăслă ҫыхăнусем» пилотлă проектсем пурнăҫа кĕнĕ. Пĕтĕмпех ăнăҫлă пулса пырсан, вăл ĕҫе ытти пысăк хуласенче те пурнăҫа кĕртме тытăнăпăр. Раҫҫей Федерацийĕнчи ытти регионсенче те палăртнă проектсене анлăрах сарма плана кĕртсе хăваратпăр», - тенĕ Раҫҫей Президенчĕ.

   Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтусене тарăн пăхса тухса сӳтсе явнă, ҫĕршыв Пуҫлăхĕ халăхăн кăсăклă ыйтăвĕсем ҫине хуравсем панă. Кашни ертӳҫĕ хăйсене хумхантаракан ыйтусем ҫине тивĕҫлĕ хурав илнĕ. Уҫă калаҫу пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.  

Фоторепортаж



03 октября 2019
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter