Чăваш Ен Пуҫлăхĕ муниципалитетсенче тăрăшакансене халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатса пырассипе активлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă

Глава Чувашии призвал муниципалитеты работать еще успешнее, чтобы создавать более комфортные условия для жителейЮпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне тăрăхĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, хулан центрĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе муниципалитет епле ĕҫлесе пынипе кăсăкланнă.  Хула хутлăхне хăтлăлатас программа пурнăҫа кĕрсе пыни куҫкĕретех тенĕ вăл хăш-пĕр объектсене пăхса тухнă хыҫҫăн. Раҫҫей шайĕнче ирттернĕ конкурсра ҫĕнтерсе хула поселенийĕ РФ бюджетĕнчен тавралăха тирпей-илем кĕртме 40 млн тивĕҫет, хушма укҫа вара республика хыснинчен 10 млн куҫасси те паллă.

Етĕрне хула поселенийĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Павел Бажайкин хăйĕн сăмахĕнче тирпей-илем кĕртессипе йышăннă проекта 2020-мĕш ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тĕпрен вĕҫне-хĕрне ҫитересси пирки хыпарланă.  Проектпа килĕшӳллĕн инфратытăм ҫĕнелесси куҫкĕретех.  Халăха ҫурран утса ҫӳреме тротуарсем пулĕҫ, ачасене валли ятарлă лапамсем хута яма та плана кĕртсе хăварнă тенĕ вырăнти ертӳҫĕ.

Хулан хутлăхне хăтлăлатса пырассипе йышăннă Пĕтĕм Раҫҫейри конкурса Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ. Ҫак ĕҫе пуҫласа 2018 пуҫарса янă.  Мероприяти ĕҫне ҫĕршыври мĕнпур регионсем, муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсем хапăл тусах йышăннă.  

Чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Березка» микрорайонти нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе хакланă. Тавралăх куҫ умĕнчех илемленсе пырать тесе ҫирĕплетсе каланă тĕлпулăва хутшăннă вырăнти халăх, мĕнпур ĕҫсемшĕн влаҫра тăрăшакансене мухтаса тав тунă.

«Маларахри вăхăтсенче ачасене выляма пачах та условисем пулман.  Тавралăхра тирпейлĕ марччĕ. Халĕ вара палăртма кăмăллă, ҫав тери чаплă, условисем хăтлă», - тенĕ пĕр урамри 66-мĕш ҫуртра пурăнакан Вероника Семенова. Хальхи вăхăтра тавралăха тирпей-илем кĕртсе пыма иккĕмĕш тапхăрпа пурнăҫламалли ĕҫсем пуҫланнă.  Пысăк объектсем плана кĕртнĕ, вĕсем 2020-мĕш ҫулта халăха савăнтарĕҫ.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ микрорайонта пурăнакансене харпăр хăй пурăнакан вырăнсенче тирпей-илем кĕртсе пырас ĕҫе хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă, мĕн туса хăварнине упрассишĕн тăрăшма сĕннĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Эпир час-часах хуласемпе районсенче пулатпăр. Вырăнти ĕҫсемпе тĕплĕн паллашатпăр. Халăхăн сĕнĕвĕсене итлетпĕр. Тĕрлĕ программăсемпе пурнăҫланакан ĕҫсене хаклатпăр. Тухăҫлăха тĕрĕслетпĕр. Виҫĕ ҫуллăха пăхса хăварнă республика хыснинче сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланĕ социаллă сферăна.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартса пырассишĕн тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме плана кĕртнĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хурав панă май. 

Фоторепортаж



30 октября 2019
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter