«Раҫҫейри Пенсионерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕ – хăватлă та пĕрлĕхлĕ ушкăн», - тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Чувашское отделение Союза пенсионеров России – мощная, сплоченная команда»Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Етĕрне тăрăхĕнче пулнă. Раҫҫейри Пенсионерсен пĕрлешĕвне 25 ҫул ҫитнине халалласа савăнăҫлă мероприяти иртнĕ, паллă пулăма Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине тата Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул пулнине палăртса тунă.  

Торжествăлла пай пуҫланиччен, чи малтан сумлă хăнасем тĕрлĕ куравсемпе паллашнă, пирĕн региона сума сунса килнисене ырласа тав сăмахĕсем каланă, ҫитĕнекен ăрăва паха ĕҫ опытне парнеленĕшĕн, тĕрĕс воспитани пама витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.   

Мероприятине Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен килсе ҫитнĕ Александр Артюшин 40 ҫул ытла тĕрлĕ корзинăсем ăсталать. «Пĕтĕм чунтан юратса хам ĕҫе пурнăҫлатăп. Хамăрăн асаттесем вĕрентсе хăварнă ĕҫе малалла та тăсса пырассишĕн ырми-канми тăрăшатăп.  Ĕҫ кал-кал каять, кулленех Чăваш Ен Наци радиовне те итлеме вăхăт тупатăп. Тав сире пирĕн пата пысăк тимлĕх уйăрнишĕн», - тесе каланă ăстаҫă.

Торжествăлла пай пуҫланнă хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри пенсионерсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕнче тăрăшакансене мухтанă, халăхшăн ырă ĕҫсем йĕркелесе пынăшăн тав тунă.  Кулленех спорт, культура мероприятийĕсене хапăл тусах хутшăннине, ҫамрăксене паха тĕслĕх парса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пурне те ҫирĕп сывлăх, нумай ҫулсем хушши пурăнма вăй-хал суннă. «Эсир хăватлă та вăйлă ушкăн. Эпир сире яланах хисеплетпĕр тата юрататпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Михаил Игнатьев патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем ветерансем патне сахал мар тимлĕх уйăрнине каланă.  Аслă ҫулсенчи ватăсем хăй вăхăтĕнче халăхăн хуҫалăхĕсене аталантарса пырас ĕҫе пысăк витĕм кӳнине палăртнă.  

 Патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем те ветерансем патне куҫса пыраҫҫĕ.  Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси те кирлĕ пек шайра пулса пырать.  Юлашки ҫулсенче пĕтĕмпе 205 ФАПа хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ятарлă медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтернĕ.  Тĕп больницăсенче тĕпрен юсав ĕҫĕсене те пурнăҫласах пыраҫҫĕ.  РФ ытти субъекчĕсем хушшинче Чăваш Ен  малта пыраканни тесен те йăнăш мар, ырă тĕслĕхре.

Аслă ҫулсенчи ҫынсен шухăшĕпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса, Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ ята илмелли условисене ҫĕнĕллĕхсем кĕртме май килнĕ регионта, ăна тĕпе хурса Чăваш Республикин указĕ пурнăҫа кĕнĕ. Халĕ вăл документа тивĕҫмелли ĕҫ стажĕн планки пĕчĕкленни куҫкĕретех.  Паян Чăваш Енре 69 пин те 552 ҫын Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ ята тивĕҫнĕ.

Раҫҫейри Пенсионерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Председателĕ Валентин Семяхин республикăри организацийĕн ĕҫĕпе тĕплĕн паллаштарнă, сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пынине хыпарланă. Ватăсен ĕмĕрне тăсас тесе тĕрлĕ условисем йĕркеленине, культура, спорт мероприятийĕсене ирттернине асăннă.

«Тӳрех пиллĕк направленипе ĕҫлесе пыратпăр. Раҫсейри Пенсионерсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕ пуҫласа 2006-мĕш ҫулта аслă ҫултисене компьютер пĕлĕвне тӳлевсĕр вĕрентсе пырассипе ĕҫлеме пуҫланă.   Час-часах пенсионерсеме тĕрлĕ конкурссем ирттернĕ. Уйрăмах пенсионерсем хушшинче Спартакиада анлă сарăлчĕ», - тенĕ Валентин Семяхин.  

2018 ҫултан пуҫласа Раҫҫейри Пенсионерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕ «Уҫă калаҫусем» ятлă ҫĕнĕ проекта пурнăҫа кĕртме пуҫланă. Тĕрлĕ шайри влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе актуаллă темăсемпе тĕлпулусем те йĕркелесе ирттернине палăртнă регионти  организацийĕн ертӳҫи.   Республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсемпе, министерствăсемпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене те алă пусса ҫирĕплетсе хăварнине хыпарланă вăл.

Яланхилллех уявра патшалăх наградисене парса чысланă пысăк хисепе тивĕҫнисене. Республикăра обществăлла ĕҫсене час-часах хутшăнса ҫитĕнӳсемпе палăрнисене Чăваш Республикин Тав ҫырăвĕпе тата алла ҫыхмалли сехетпе чысланă.  Торжествăлла уяв хаваслă юрă-ташăпа вĕҫленнĕ, пултарулăх ушкăнĕсем куракансене илемлĕ кĕвĕсем парнеленĕ.  

Фоторепортаж



30 октября 2019
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter