Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев стратеги аталанăвĕ тата проектсен ĕҫ-хĕлĕпе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канаш ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел очередное заседание Совета при Главе Чувашской Республики по стратегическому развитию и проектной деятельностиЮпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев стратегилле аталанупа проектсен ĕҫ-хĕлĕпе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канаш ларăвне йĕркелесе ертсе пынă.  Ларăва пухăннисем регионта наци проектне пурнăҫлассипе ҫыхăннă патшалăх программисене тарăн сӳтсе явнă. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем», Экологи» тата «Вĕренӳ» регионти проектсем епле йĕркеленсе пынине те пăхса тухнă.  2019 ҫулта 9 уйăх хушшинчи тĕрлĕ мероприятисен ĕҫĕсене тĕплĕн тишкернĕ. Ҫитес ҫул валли палăртса хунă проектсене те пăхса тухнă. 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2017 ҫултан пуҫласа «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проект анлăн пурнăҫланнине палăртнă.

Пурте усӑ куракан автомобиль ҫулӗсен сечӗсен тӑрӑмне ла­йӑхлатас тата республикӑри ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе Чӑваш Ен Транспорт министерствине муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсемпе, общество организацийĕсемпе пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗнче палӑртнӑ тӗллевсемпе задачӑсене пурнӑҫлама пулӑшакан «Ҫул-йӗр сечӗ» тата «Ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантармалли пӗрлехи тытӑмлӑ майсем» регион проекчӗсен мероприятийӗсене тата тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлассине тивӗҫтерессипе регионта хăватлă ĕҫлеҫҫĕ. 

Регионта ҫул-йĕр ĕҫĕсем вăхăтра туллин пурнăҫа кĕнине те асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.  Шупашкарта транспорт инфратытăмĕ комплекслă аталанса пыма сахал мар патшалăх тĕревне тивĕҫнĕ.

Объектсене йĕркелесе ҫитерни, автомашина ҫулĕсем ҫинчи инкексен шутне чакарма май килнĕ, пăтăрмахсенче ҫынсен пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнисем те самай чакни куҫкĕретех.  2024-мĕш ҫулсем тĕлне ҫул-йĕр хуҫалăхне 23 млрд кая мар укҫа тăкаклама пăхса хăварнă.

«Пысăк укҫа ҫĕнĕ объектсем хута яма, ҫулсене реконструкцилеме, тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттерме палăртнă. Ҫулсем ҫинче ҫутă пулманни те тепре чухне пысăк чăрмав кӳрет, апла пулсан ку ыйту та кун йĕркинче», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Сăмах май, кăҫал объектсенче строительство   ĕҫне тытăннисене пĕтĕмпех вĕҫне-хĕрне ҫитерме чĕнсе каланă, ятарлă ведомствăра тăрăшакансене строительство ĕҫĕсене ҫирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă. 

«Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Ҫулсем ҫинче тирпейлĕх хуҫаланмалла.  Объектсем ҫинче пăтăрмахсем кăларса тăратма юрамасть.  Ирех тĕттĕмленме пуҫлать, тавралăх тĕксĕмленсе пырать.  Ҫутҫанталăк пăсăлса пырасси те куҫкĕретех.  Шкулсем ҫывăхăнче, социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденийĕсем ҫывăхăнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла, автомашина ҫулĕсем ҫинче ятарлă ҫутăсене вырнаҫтарсах пымалла», - тесе ҫирĕп асăрхаттарса каланă тепĕр хут Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. 

Ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ шутланакан сферӑсенче – сывлӑх сыхлавӗнче, вӗренӳре, халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен тытӑмра – тӗллевсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ.

Ларăва пухăннисем планпа килĕшӳллĕн 2020-мĕш ҫулсем валли йышăннă мероприятисем пирки те чарăнса тăнă. Ҫитес ҫул пуҫламăшĕнчех кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварма тăрăшмаллине каланă регион Пуҫлăхĕ. Пулса тухать тепре чухне ҫапла, документсем йĕркеллĕ мар, подрядчиксем вăхăтра объектсем ҫинче ĕҫсене пурнăҫлаймаҫҫĕ. Проектсене яваплăха туйса йышăнмалла, строительство ĕҫĕсене пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе пурнăҫламалла тенĕ вăл сăмаха тăсса. 

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне тĕпе хурса республикăра регион шайĕнчи 3 проект пурнăҫа кĕрет. Вĕсем кал-кал пурнăҫа кĕни вара куҫкĕретех.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Евгений Павлов регионти проектсене пурнăҫласа пыма 2019 ҫулта 2 442,2 млн пăхса хăварнине хыпарланă. Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне палăртнă объектсене пурнăҫа кĕртме контрактсене пĕтĕмпех алă пусса ҫирĕплетнĕ. Паянхи кун тĕлне 38 объект ҫинче ҫул-йĕр ĕҫĕсене туллин пурнăҫлани куҫкĕретех.  

Автомашина ҫулĕсем ҫинче видеосăнавсем комплекслă майпа вырнаҫтарса пырас ĕҫ те регионта кирлĕ пек шайра пурнăҫланса пырать.  Пĕтĕмпе 37 комплект илсе объектсем ҫине вырнаҫтарма та ĕлкĕрнĕ. Вĕсене валли республика хыснинчен сахал мар укҫа тăкакланă, кăтарту 268,2 млн танлашать.

Йывăр автомашинăсене ҫулсем ҫинче ҫӳреме юранипе юраманнине те ятарлă ҫул-йĕр хатĕрĕсемпе тĕрĕслесех тăраҫҫĕ, ку енĕпе те ыйтăва вăхăтра тата туллин тивĕҫтерни паллă. 

Ҫынна, унӑн нушисем ҫине тимлӗх уйӑрасси, пурӑнма лайӑх майсем туса хурасси – аталаннӑ обществӑн тӗп тӗллевӗ. 

Регионти экологи лару-тӑрӑвне сыхласа хӑвармалли тата лайӑхлатмалли задачӑсене мӗн пур шайри влаҫ органӗсем йӗркеллӗн татса памалла, ӑна нихӑш хулара та, нихӑш районта та япӑхлатма памалла мар.

Эпир ҫӗршывӑн экологи рейтингӗнче тивӗҫлипе малти вырӑнта тӑратпӑр.

Ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртни, экологишӗн стратегиллӗ шайри объектсене ҫӗнетни – пирӗн сывлӑха, ачасен сывлӑхне хывакан инвестицисем.

Кӑҫал «Экологи» наци проекчӗн шайӗнче Шупашкар хулин тӗп пайӗнче ҫумӑрпа каяш шывӗсене тасатакан вырӑнти сооруженисене тума тытӑннă.

Федераци программине хутшӑннине пула Питтукассин ҫӳп-ҫап вырӑнне, ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫсене вӗҫленӗ.

Тата ҫӳп-ҫап 7 вырӑнне 2020 – 2024 ҫулсенче йӗркене кӗртсе ҫитермелле.

Ҫӗмӗрле районӗнче, Вӑрнар поселокӗнче тата Канаш хулинче ҫӳп-ҫап тиесе пушатакан станцисем тума палӑртнӑ.

«Экологи» енĕпе наци проекчĕ Чăваш Республикинче хăватлă пурнăҫланса пырать.  Регион шайĕнче хушма 6 проект пăхса хăварнă. Вĕсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма витĕм кӳреҫҫĕ.  

Атăла сыватассипе пăхса хăварнă регионти проект Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта пурнăҫланать.  Кунсăр пуҫне Вăрнарта та курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ, 2020-мĕш ҫулта объектсем ҫинче строительство ĕҫне тĕпрен вĕҫлеме плана кĕртсе хăварнă.

Ҫĕмĕрле хулинчи Сăр юхан шывĕ ҫывăхăнчи объекта та тĕпрен ҫĕнетме 2024-мĕш ҫул валли плана кĕртсе хăварнă. Вăл та регион проектне тĕпе хурса пурнăҫланĕ. 

Вăрмансене сыхлас тата упрас проектпа республикăра анлăн ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Сахал мар тĕрлĕ техника туянаҫҫĕ палăртнă ятарлă служба ĕҫченĕсем валли. Тракторсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ, пысăк технологи витĕмлĕхĕ сисĕнет. Апла пулсан, вăрмансене упраса хăварма кирлĕ пек мĕнпур условисем республикăра хатĕрлесе ҫитернĕ тесен те йăнăш мар.   Йывăҫ-тĕмсем лартса хăварассипе те халăх лайăх тăрăшать.  Пурĕ 695,5 га ҫĕр ҫинче симĕс ылттăна лартса хăварнă. Вăрлăхсем хатĕрлессипе те специалистсем тимлеҫҫĕ, каярах вĕсенчен паха йывăҫсем ĕрчетме тĕллев лартаҫҫĕ.

Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси ыйту та кун йĕркинче. Халăх ҫак ĕҫе хастар хутшăнать, пуҫарăва ырлать.

2020-2021-мĕш ҫулсенче республикăра саланса выртакан ҫӳп-ҫап куписене тĕпрен пуҫтарса тирпейлессипе те сахал мар мероприяти йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Уйрăмах Канашра, Элĕк салинче, Ельчĕкре, Етĕрнере ку ĕҫсене палăртса хунă. 2021-2023 ҫулсенче вара Каҫал енре, Сĕнтĕрвăрринче, Шăмăршăра пысăк ĕҫсем йĕркелеме пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарти шыв тасатмалли объектăн строительство ĕҫĕ пирки чарăнса тăнă, Шупашкарта, Пăрачкавра та объектсем ҫинче ĕҫĕн хăвăртлăхне ӳстермеллине чĕнсе каланă.

Чӑваш Республики вӗренӳ пахалӑхне хак паракан пӗтӗм тӗнчери тата наци тӗпчевӗсене хастарлӑн хутшӑнать.

Сӑмахран, математика, вырӑс чӗлхи тата тӑван тавралӑх предмечӗсемпе вӗренӳ пахалӑхӗ тӗлӗшпе ирттернӗ наци тӗпчевӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пирӗн шкул ачисен кӑтартӑвӗсем пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи кӑтартусенчен пысӑкрах пулнӑ.

 «Ӑслӑлӑха – шкула» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. 2018 ҫулта асӑннӑ проект шайӗнче никӗсри шкулсене физика тата хими предмечӗсене вӗрентме ку чухнехи оборудованипе тивӗҫтернӗ, кӑҫал никӗсри 15 шкулти биологи пӳлӗмӗсене хальхи вӑхӑтри оборудованипе пуянлатнă.

Черетлӗ утӑм вӗренӳ ресурсӗсен, ҫав шутра цифра вӗренӗвӗн ресурсӗсен навигаторӗ шутланакан ҫӗнӗ форматлӑ вӗренӳ порталне ӗҫе кӗртни пулса тӑрӗ. 

Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Кашни ача ҫитӗнӗвӗ», «Цифра вӗренӳ хутлӑхӗ» проектсене пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пилотлӑ регион пулма Чӑваш Ене ҫирӗплетнӗ.

Пирӗн ачасен ӑс-хакӑл тата пултарулӑх вай-халне аталантармалли «Кванториум» технопарк, цифра вӗренӗвӗн «IT-куб» центрӗ, ял шкулӗсенчи гуманитарипе цифра профильлӗ вӗренӳ центрӗсем евӗр ятарлӑ вырӑнсем туса хума федераци бюджетӗнчен чылай укҫа-тенкӗ уйӑрма пăхса хăварнă.

«Вĕренӳ» наци проекчĕ Чăваш Енре туллин пурнăҫа кĕрсе пытăр тесе, сахал мар укҫа пăхса хăварнă.  Ҫĕнĕ Шупашкарти   «Кванториум» технопарк пирки тĕплĕнрех хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова тĕплĕн каласа кăтартнă. Объекта хаваслă лару-тăрура чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче пурнăҫа кĕртме пăхса хăварнă тесе хыпарланă муниципалитетăн ертӳҫи. 

Фоторепортаж



31 октября 2019
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter