Халăх дружинисен ĕҫне хутшăнма кăмăл тăвакансене хавхалантарма хушма мерăсем йышăнса хăварма сĕннĕ

Глава Чувашии предложил предусмотреть дополнительные меры по стимулированию деятельности народных дружинников Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ. Видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ пулăма республикăри мĕнпур районсемпе хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă. Хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ регионта пурăнакансене право йĕркипе тивĕҫтерессипе кирлĕ пек мĕнпур службăсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине каланă. «Ăнсăртран мар пулĕ, пирĕн республика ҫĕршывра чи тăнăҫлă  субъект, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе те тивĕҫлĕ шайра пулса пыраҫҫĕ мероприятисем», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

2019 ҫулта 9 уйăх хушшинче ҫынна йывăр инкек кӳнĕ тĕслĕхсем нумай мар тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем, пĕлтĕрхи шайра, кăтарту 39 танлашнă. Пур-пĕрех преступленисем тăвассинчен ятарлă службăсен кулленех сыхă тăмаллине, ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă ертӳҫĕсем.  Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Леонид Вакс  хăйĕн докладĕнче республикăра Улатăрта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Каҫал енре, Етĕрнере ҫамрăксем хушшинче йĕрке пăснă тĕслĕхсем ытларах пулнине пĕлтернĕ. Ҫула ҫитмен ачасем час-часах йĕркесĕрлĕх патне туртăнни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Михаил Игнатьев ҫамрăксене воспитани парассипе специалистсем ҫителĕксĕртерех ĕҫленине асăннă.  Мероприятисене час-часах ирттермеллине, ҫамрăксене тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарма хушнă.   Йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, вырăна ҫитсе ҫийĕнчех ҫамрăксемпе профилактика мероприятийĕсене ирттермелле, айăплисене явап тыттармаллине каланă вăл.  Обществăра йĕркесĕрлĕх хуҫаланмалла мар, кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла.  Енчен те ҫамрăксене ĕҫе явăҫтарсан, усал ĕҫ валли вĕсен вăхăт юлмасть. Ку вара чи пахи.  Хальхи пурнăҫ таппинче лавккасенчен ҫамрăксем таварсем вăрлани час-часах пулкалать.  Ку тĕлĕшпе Чăваш ЕНри шалти ĕҫсен министерстви пĕтĕмпе 2019 ҫулта 2 642 протокол ҫырса хăварнă.  Тепре чухне пулкалать, объектсем ҫинче видеосăнавсем вырнаҫтарнă, анчах та унта мĕн ҫырăнса пынине вăрах вăхăт сыхламанни, пăтăрмах тунисене тупса палăртма чăрмавсем кӳркелет теҫҫĕ специалистсем.

 Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕн Ертӳҫи Александр Полтинин хăйĕн сăмахĕнче тĕрмерен тухнисене кулленех ҫивĕч тĕрĕслеве илмеллине, вĕсемпе те профилактика ĕҫне ирттерсе пымаллине каланă. Хальлĕхе кăштах ĕҫсем кирлĕ пек шайра пулса пыманни сисĕнкелет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Районсенче ыйту ҫивĕч тăнине асăннă Ертӳҫĕ.  Республикăри хуласенче кăштах лару-тăру ку енĕпе аван тенĕ вăл.  Эрех-сăра ĕҫни – инкек патне час-часах илсе пырать.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсенчен кашни тăваттăмĕшĕ ӳсĕрле пулнă.  Граждансен тимлĕхе ҫухатма юрамасть, обществăпа патшалăхăн та ҫак ĕҫре пысăк витĕм кӳме тăрăшмалла,  халăха эрех-сăрасенчен пăрма пĕлмелле.

Михаил Игнатьев Халăх дружинисене тĕрлĕ мероприятисене хутшăнтармалла тенĕ. Тепĕр тесен, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси кашни ҫыншăн пĕлтерĕшлĕ.  Йĕрке тăвакансене пулăшу кӳрекенсене хавхалантармалла, спорт сооруженийĕсене тӳлевсĕр ҫӳреме майсем йĕркелесе тăратма тăрăшмалла. Хастар ҫынсене, ĕҫлеме юратакансене витĕм кӳмелле. Паян ларура Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова, Ҫĕмĕрле, Улатăр хулисен администрацийĕсен пуҫлăхĕсем Алексей Григорьевпа Нина Шпилевая тарăн докладсем туса панă. Кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  

Фоторепортаж



31 октября 2019
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter