Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «МегаМикс» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Василий Фризенпа тата «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Сергей Разаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

В ООО «Агрохолдинг «Юрма» будет расширен ассортимент продукцииЮпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  «МегаМикс»  ТМЯО генеральнăй директорĕпе Василий Фризенпа тата «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Сергей Разаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем «Юрма» компанийĕн малашнехи аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене тарăн пăхса тухса тишкернĕ.  Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов, «МегаМикс»  ТМЯО генеральнăй директорĕн советникĕ Евгений Ненашев хутшăннă.

Ĕҫлĕ калаҫăва пухăннисене сывлăх суннă май, Михаил Игнатьев «Агрохолдинг «Юрма»  ТМЯО ҫĕнĕ управлени команди ĕҫе кӳлĕннĕренпе ушкăнра тăнăҫлăх хуҫаланнине, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни те куҫкĕретех тенĕ.  Предприятире вăй хуракансен шалу укҫи те ӳссех пынине палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ.  Паянхи куна илес пулсан, организацире пĕтĕмпе 1237 ҫын ĕҫлет.

«Эпир хамăрăн предприятире ĕҫлекенсемшĕн яланах яваплă», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче «МегаМикс»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Василий Фризен. Сăмах май, предприятире нимĕнле йывăрлăхсем  те ҫук тесе ҫирĕплетнĕ  сăмаха вăл.  

«Утă уйăхĕнче агрохолдингра ĕҫлекенсен ĕҫ укҫи пурĕ те уйăхсерен 18 пин кăна пулнă.  Паян вара палăртма кăмăллă, предприятире тăрăшакансен шалу укҫи 29,5 пинпе танлашать. Хăш-пĕр цехсенче вăй хуракансен 40 пине те ҫитет», -  палăртнă «Юрма» агрохолдинг гендиректорĕ Сергей Разаев.

Ҫĕнĕ инвесторсем киличчен, комплексра ҫĕр ытла  пушă ĕҫ вырăнĕ пулнă. Паян калас пулсан, лару-тăру урăхла. Чи пахи – ĕҫе юратакан ҫамрăксем хаваспах предприятине вырнаҫни тесе ҫирĕппĕн каланă вăл.  

«МегаМикс»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Василий Фризен агрохолдинга модернизацилеме харпăр хăй укҫи-тенкипе сахал мар усă курнине хыпарланă,  кăтарту 800 млн танлашать тенĕ,  предприяти ĕҫне модернизацилеме Германирен те паха специалистсене явăҫтарнине ырă хыпара каланă.   

Тĕпрен объекта реконструкцилесе пĕтерессине 2020-мĕш ҫулта пурнăҫа кĕртме план тунă.  Енчен те пĕтĕмпех палăртса хуни пурнăҫлансан, таварсен калăпăшĕ 2 хут та ӳсесси куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Предприятийĕн пуласлăхри тĕллевĕсем пысăк, чăх-чĕп какайĕнчен колбаси хатĕрлеме шут тытнă тата ытти те. Паянхи пурнăҫ ыйтнине вĕсем пурнăҫлассишĕн тăрăшаҫҫĕ предприятире тимлекенсем.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ предприятийĕнчи пуҫаруллăхне ырланă, палăртнă тĕллевсене пурнăҫлас ĕҫре витĕм кӳме шантарнă.

«Сирĕн палăртса хунă проектсене пурнăҫлама условисем хатĕрлесе тăратма хатĕр.  Май килнĕ таран, пулăшма тăрăшăпăр, - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăсса.

Тĕлпулура предприятийĕнче малтан ĕҫленĕ ертӳҫĕсем пирки те сăмах пуҫарнă, халăх ҫăхавĕсем пирки чарăнса тăнă. Шупашкар тата Шупашкар районĕнче пурăнакансем тăтăшах пуҫлăхсем патне ҫырупа тухнине те асăнса хăварнă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  Тепре чухне тавралăха усал шăршă сарăлни пурне те канĕҫсĕрлетнĕ пулнă, паян вара кун пек тĕслĕхсем пачах та ҫук, чăрмавсене сирсе янă тенĕ вăл калаҫăва пĕтĕмлетсе. 

Фоторепортаж



31 октября 2019
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter