Шупашкар районĕнче Вăрман-Ҫĕктер пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсем Михаил Игнатьев йыхравланипе Правительство ҫуртĕнче пулса курнă

Ученики Вурман-Сюктерской школы посетили Дом Правительства по приглашению Михаила ИгнатьеваЮпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Шупашкар районĕнче Вăрман-Ҫĕктер пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ăс пухакан шкул ачисем хăнара пулнă. Вĕсем хăйсен тавра курăмлăхне пуянлатас тĕллевпе Правительствăра тăрăшакансен ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашма кăмăл тунă.  

Шкул ачисене республикăн Правительство ҫуртне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йыхравланă. Аса илтеретпĕр, нумаях пулмасть регион Пуҫлăхĕ «Вăрмансене упрас»  Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ирттернĕ  акцине Шупашкар районĕнче хутшăннăччĕ, музей-садра тĕрлĕ паха йывăҫсем лартнăччĕ. Ун чухне шăпах та, кадетсене лайăх ĕҫленине кура, республика Правительствине пырса курма чĕнсе хăварнă пулнă Пуҫлăх. Паян, ачасен ĕмĕчĕ пурнăҫа кĕнĕ. Вĕсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин ҫумĕн Валерий Филимоновăн ĕҫĕпе кăсăкланнă, ҫĕнĕлĕхсене курнă, условисене курса хакланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ канашлăвăн залне те кĕрсе тухнă, условисемпе ачасем паллашнă. Кадетсем хаваспах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем ларакан пукансем ҫине вырнаҫса курнă.

Кадетсем Правительство ҫурчĕн ҫӳлти хутĕнче те пулнă, патшалăх наградисене парса тивĕҫтермелли ятарлă зала пăхса ҫаврăннă.  Балкон ҫине тухса Шупашкар хулин историллĕ вырăнĕсене курса хĕпĕртенĕ.   

«Питĕ кăсăклă экскурси пулчĕ. Правительствăра ĕҫлесси ҫăмăлах мар иккен, питĕ яваплă, ҫакна курса ĕнентĕмĕр», - тесе каланă хăйсен шухăшне кадетсем.

Вăрман-Ҫĕткер пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн директорĕн ҫумĕ Ирина Рябинина паян ирттернĕ мероприяти ачасемшĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

«Шкул ачисем паха ĕҫ опытне курчĕҫ. Сахал мар кирлĕ пек хыпарсене пĕлтĕмĕр. Ачасем кун хыҫҫăн тата та тарăнрах пĕлӳ патне туртăнасси те куҫкĕретех пулĕ. Паха пĕлӳ илсен, пурнăҫра палăртнă тĕллевсем патне ҫитме ҫăмăлтарах.  Шанатпăр, ачасем ӳссе ҫитсен профессионалсем пулассине те. Ҫывхарса килекен Учительсен кунĕ умĕн маншăн уйрăмах питĕ кăмăллă пулчĕ паянхи мероприяти. Парне вырăнне тесен те йăнăш мар. Тавах сире, пире хисеплесе хăвăрăн пата чĕннĕшĕн, паха ĕҫ опычĕпе паллаштарнăшăн», - тесе каланă хăй шухăшне  Ирина Рябинина.

Фоторепортаж 



04 октября 2019
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter