Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани

Вӗренӳ отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Вӗрентекен кунӗ ячӗпе – ырӑ та ҫутӑ туйӑмсемпе, юратупа тулли тата педагогсене чунтан хисеплесе тав тунине палӑртакан хӑйне евӗрлӗ уявпа чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Вӗрентекен ӗҫӗ – професси кӑна мар, унӑн пӗлтерӗшӗ тата та анлӑрах. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене паха пӗлӳ парассишӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсенчен тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ, шухӑшлама тата тӗрӗс йышӑну­сем тума пӗлекен, яваплӑха туйса тӑракан, мал ӗмӗтлӗ те лайӑх ҫын туса ҫитӗнтермелли пархатарлӑ тӗллеве пурнӑҫлассишӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлет.

Вӗренӳ тытӑмне тӗрлӗ енлӗн аталантарасси, инвестицисене ҫын аталанӑвне хывасси – Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем. Чи лайӑх вӗрентекенсене кашни ҫулах укҫан премисем парса хавхалантаратпӑр, ҫӗнӗ методикӑсемпе программӑсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлакан шкулсем вара малалла аталанма тата ҫӗнелме пулӑшакан грантсене тивӗҫеҫҫӗ.

Вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ валли 2019 ҫулта, аталанӑва хывнӑ укҫа-тенке те шутласан, пӗтӗмӗшле 20 миллиарда яхӑн тенкӗ кайнӑ. «Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли хушма мерӑсем ҫинчен» калакан Указ та вӗренӳ тытӑмне малалла аталантарма тӗллев палӑртать, унпа килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме хушма майпа 1,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла.

Чӑваш Ен педагогӗсем хӑйсен тивӗҫне туллин те чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсен ырми-канми тӑрӑшулӑхӗ, пурнӑҫра хастар та яваплӑ пулни, ҫӗннине ҫул парассишӗн ӑнтӑлни пархатарлӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсен ҫирӗп никӗсӗ пулса тӑрасси пирки иккӗленместӗп.

Вӗренӳ отраслӗн мӗнпур ӗҫченне ҫирӗп сывлӑх, профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, иксӗлми хавхалану тата ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                    Михаил Игнатьев



04 октября 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter