«Вӗренӳ тытӑмне тӗрлӗ енлӗн аталантарасси, инвестицисене ҫын аталанӑвне хывасси – Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем», - тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Всестороннее развитие системы образования –   приоритет в государственной политике Чувашской Республики»Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Учительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.  Паллă пулăма И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн керменĕнче йĕркеленĕ. Республикăри районсемпе хуласенчен килсе ҫитнĕ вĕренӳ тытăмĕнчи ĕҫченсене пысăк хăнасем сумлăн саламланă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче вĕренӳ пайне аталантарас ĕҫ ҫине регионта сахал мар тимлĕх уйăрнине палăртнă. «Вӗрентекен ӗҫӗ – професси кӑна мар, унӑн пӗлтерӗшӗ тата та анлӑрах. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене паха пӗлӳ парассишӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсенчен тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ, шухӑшлама тата тӗрӗс йышӑну­сем тума пӗлекен, яваплӑха туйса тӑракан, мал ӗмӗтлӗ те лайӑх ҫын туса ҫитӗнтермелли пархатарлӑ тӗллеве пурнӑҫлассишӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлет», тенĕ Пуҫлăх.

Вӗренӳ тытӑмне тӗрлӗ енлӗн аталантарасси, инвестицисене ҫын аталанӑвне хывасси – Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем. Чи лайӑх вӗрентекенсене кашни ҫулах укҫан премисем парса хавхалантараҫҫĕ. Ҫӗнӗ методикӑсемпе программӑсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлакан шкулсем вара малалла аталанма тата ҫӗнелме пулӑшакан грантсене тивӗҫеҫҫӗ.

Вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ валли 2019 ҫулта, аталанӑва хывнӑ укҫа-тенке те шутласан, пӗтӗмӗшле 20 миллиарда яхӑн тенкӗ кайнӑ. «Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли хушма мерӑсем ҫинчен» калакан Указ та вӗренӳ тытӑмне малалла аталантарма тӗллев палӑртать, унпа килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме хушма майпа 1,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла тенĕ Пуҫлăх.

«Пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, эсир лайăх условисенче ĕҫлени.  Ачасем тимлĕ вĕренсе пырсан, тивĕҫлĕ пĕлӳ илсен паха специалистсем пулĕҫ. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологисене ăша хывса пурăнмалла. Тавах сире, ҫитĕнекен ăрăва тарăн пĕлӳ панăшăн. Эсир маттурсем, яланах ҫапла пулăр», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче, ĕҫчешсене саламланă май паянхи куна регионти вĕренӳ тытăмĕнче пурĕ 22 пин вĕрентекен вăй хунине хыпарланă. Шкулсенче тăрăшакансенчен кашни иккĕмĕшĕ патшалăх наградисене тивĕҫнисем тесе мухтаса хăварнă.

Палăртнă уявра та яланхиллех ĕҫре пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.   14 ҫул хушшинче 500 ытла вĕрентекен Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕҫнĕ. Паян тата вĕсен шучĕ 9 вĕрентекенпе йышланнă.   

Учительсене професси уявĕ ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова ăшшăн саламланă, суйласа илнĕ ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫласа пынăшăн тав тунă.   «Вĕрентекенсен ĕҫĕ пуриншĕн те питĕ пархатарлă. Кашни кун ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн ыри-канми вăй хуратăр. Республика сирĕнпе чăннипех те, мăнаҫланма пултарать. Республикăшăн анчах май, Раҫҫейшĕн те сирĕн ĕҫ пысăк пĕлтерĕшлĕ», тенĕ вăл.

Палăртнă кун уяв саламĕсем ҫумне Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов хутшăннă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă учительсене.

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.

Фоторепортаж



04 октября 2019
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter