Михаил Игнатьев республика Пуҫлăхĕн Кубокне ҫĕнсе илессишĕн ирттернĕ ташă спорчĕн ăмăртăвĕсен торжествăлла пайне хутшăннă

Михаил Игнатьев в Чебоксарах открыл соревнования по танцевальному спортуЮпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республика Пуҫлăхĕн Кубокне ҫĕнсе илессишĕн ирттернĕ ташă спорчĕн ăмăртăвĕсен торжествăлла пайне хутшăннă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче юлашки ҫулсенче регионта ташă спорчĕ вăй илсе аталанса пынине палăртнă. «Тренерсем палăртнă спорт тĕсне тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем - ачасем пысăк профессионалсем пулччĕр тесе тимлеҫҫĕ. Сире пурсăра та тав сăмахĕсем калатăп. Чăваш Ене килме кăмăл тунисене пурне те мухтав та чыс. Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕнетĕп. Эсир – маттурсем! Яланах ҫакăн пек хастар пулма тăрăшăр, – тенĕ Пуҫлăх.

Пĕтĕм Раҫҫейри ташă спорчĕн федерацийĕн комитет членĕ, ăмăртусен тĕп судьи Ирина Лисенкова мероприяти йĕркелӳҫисене ырланă, Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ташă спортне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. «Ытти регионсенчен хаваспах Чăваш Республикине килме кăмăл тăваҫҫĕ. Кунта пĕтĕмпех условисем чаплă, регионта ҫамрăксем ташă спортне юратни те куҫкĕретех», – палăртнă Ирина Лисенкова.  

Ăмăртусене 7 ҫултан пуҫласа 20 ҫула ҫитнисем хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне ҫĕнсе илессипе ăмăртусем кăҫалхипе тăваттăмĕш ҫул пулаҫҫĕ. Кĕркуннехи чи чаплă мероприятисенчен пĕри тесен те йăнăш мар.

Кăҫал ăмăртусене ҫĕршыври 10 регионтан хăнасем килсе ҫитнĕ. Палăртмалла, ытти ҫулхисемпе танлаштарсан мероприятине ҫулсерен чи маттур ташă ăстисем хутшăнаҫҫĕ, вĕсен шучĕ 358 иртсе кайнă.   

«Турнира пирĕн регионта кăна пĕлмеҫҫĕ, тĕнчипех анлă сарăлнă. Маларахри тапхăрсенче ăмăртусене Атăлҫи федераци округĕнчен кăна килнĕ пулсан спортсменсем, халĕ вара ытти субъектсем те хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ», – каланă Чăваш Енри ташă спорчĕн Федераци президенчĕ Сергей Фомин.  

Чăваш Ен Кубокне ҫĕнсе илессипе йĕркеленĕ ăмăртусем ҫĕнĕ сезона уҫса параҫҫĕ. Нумай мăшăрсем пĕрремĕш хут пысăк мероприятине хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартса параҫҫĕ.  Каярах вара, мала тухнисем Мускавра иртекен Раҫҫей чемпионатĕнче ыттисемпе тупăшса хисепе тивĕҫессишĕн ăмăртĕҫ.

Уҫă турнир икĕ кун хушши пырать.     

Фоторепортаж



07 октября 2019
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter