Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров йĕркелесе ирттернĕ канашлу ĕҫне хутшăннă

Михаил Игнатьев: «Для привлечения в республику туристов мы целенаправленно строим объекты туристической инфраструктуры»Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров йĕркелесе ирттернĕ канашлу ĕҫне хутшăннă. Анлă лару пуҫланиччен пухăннă ертӳҫĕсем Ульяновск облаҫĕнчи «Автодом» тата «Симаз» автомашина завочĕсем калăпласа кăларнă ҫĕнĕ техникăсене курса ĕненнĕ, Тутарстан Республики пирки хатĕрленĕ презентаци ĕҫĕпе паллашнă.  

Шалти тата тулашри туризма аталантарассипе палăртнă канашлу ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев, Туризм ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫи Зарина Догузова, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсен пуҫлăхĕсем, РФ ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă.  

Канашлу ĕҫне пуҫланă май, Игорь Комаров хăйĕн сăмахĕнче Атăлҫи тăрăхĕшĕн туризм ыйтăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Регионсен хăватлă потенциал пуррине те ҫирĕплетсе хăварнă.

«Туризм ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем халăх валли йĕркелеме май парать. Территорисен социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма витĕм кӳресси куҫкĕретех. Монохуласемшĕн, ял тăрăхĕсемшĕн те ыйту пĕлтерĕшлĕ.  Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсен пуян культура, истори енчен те кăтартса памалли майсем чылай, ҫутҫанталăк илемĕ те хăйне евĕр», тенĕ Игорь Комаров.    

Округа кĕрекен регионсенче тĕрлĕ сиплевпе кану учрежденийĕсем сахал мар. Промышленноҫ объекчĕсем чылай. Туристсене валли хăтлă условисем пур. 2018 ҫулта футболла выляссипе тĕнче чемпионачĕ иртрĕ.  Атăл шывĕ те хăй патне кулленех хăнасене илĕртет, юхан шыв пурне те хавхалантарать.  

Чăваш Енре «Этническая Чувашия» пысăк проект пурнăҫа кĕнĕ.  Атăл шывĕ тăрăх иртсе ҫӳрекен туристсене республика хăй патне йыхравлать.  Раҫҫей Федерацийĕн Туризм енĕпе ĕçлекен агентстви республикăпа тачă çыхăнса ĕҫлет. Мĕнпур палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Чăваш Республики хатĕрленĕ «Чăваш Ен — Атăл чĕри» проект — приоритетлă проектсен йышĕнче. Ăна Ростуризмăн «Атăл çулĕ» пысăклатнă инвестици проектне кĕртнĕ. Асăннă маршрут çĕршыври 7 региона çыхăнтарать.

«РФ Президенчĕ Владимир Путин туризма аталантармалли пирки пĕрре мар палăртнă. Вăл социаллă пурнăҫпа экономикăна вăй илтерме витĕм кӳрет. Халăх валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленĕҫ.  Инфратытăм ҫирĕпленет. Экономикăри кирек-хăш тытăм та хăватланĕ»,   каланă Игорь Комаров.   

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕринпе Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов доклад тунă, туризма аталантарассипе палăртнă приоритетлă ҫул-йĕрсем ҫинчен каласа кăтартнă. Атăлҫи федераци тăрăхĕнче экологи енĕпе туризма аталантарма мĕнпур условисем пуррине ҫирĕплетнĕ вăл.  Кашни регионта хăйне вĕр паха объектсем пуррине асăннă Ертӳҫĕ. Юлашки ҫулсенче ачасен туризмĕ вăй илсе пынине, вĕрентӳ пайĕпе халăх ытларах кăсăкланнине палăртнă. Атăлҫи тăрăхĕнче сывлăх сыхлавĕ, спорт, культура, индустри, ĕҫ туризмĕ вăй илсе пырать тенĕ сăмаха малалла тăснă май Президент.  Ҫитес ҫулсем валли пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрекен килĕшĕве тата ятарлă План пирки ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетме сĕнӳ тăратнă Рустам Минниханов.  

Ларăвăн ыйтăвĕсене пĕтĕмлетсе, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапла хурав панă журналистсене. «Ҫывăх регионсем  Марий Эл, Чăваш Ен, Тутарстан. Туризма аталантарма пĕрле килĕшсе проектсене йышăнса, пурнăҫа кĕртсен аван. Тутарстан хăйне евĕр вăйлă субъект. Чи лайăх паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса хамăр тăрăхра та пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшатпăр», тенĕ вăл. Михаил Игнатьев 2018 ҫулта региона ытти ҫулхисемпе танлаштарсан туристсем чылай ҫӳренине, кăтарту 5 процент хăпарнине хыпарланă.  Юлашки çулсенче пирĕн республикăна теплоходпа килекен туристсен йышĕ ӳснĕ, халăх хаваспах Чăваш Енпе паллашнă, кăтарту та пысăк вăл хисеп 400 иртсе кайнă.    Республикăра «Этническая Чувашия» инвестициллĕ проект анлă пурнăҫа кĕнĕ. Федераци агенстви сахал мар тĕрев куҫарать. 5 ҫул хушшинче пĕтĕмпе пысăк 18 объект хута янă, «Амазония», «Ясна» этнокомплекссем ҫынсене килĕшеҫҫĕ, вĕсемпе паллашма пĕтĕм кăмăлтан ҫӳреҫҫĕ.  «Республикăна туристсем килсех тăччĕр тесе инфратытăма ҫĕнетсех пыратпăр. Условисене те хăтлăлататпăр. Хăна ҫурчĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. Тĕрлĕ темăсемпе ятарлă куравсем сахал мар йĕркелесе тăратнă. Пуласлăхра тĕллевсем тата та пысăк, вĕсемпе те ĕҫлемелле», тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



07 октября 2019
07:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter